08 ноября 2019 г.
Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн çакăн пек сăвă йĕркисем пур:
Салам, ĕне ачи пăру,
Эс маттурланнă айтуру.
Туту йĕпе сан, мĕн тăвам?
Апла пулин те, чуптăвам.
Пирĕн районти хуçалăхсенче çакăн пек ĕне ачисем кăçалхи тăхăр уйăхра пурĕ 1809-н çут тĕнчене килнĕ, пурнăç савăкне туйса илме пултарнă. Çак савăнăçа пĕрле пайлайманнисем те сахалăн мар - вĕсем çитмĕл пиллĕкĕн. Темĕн пÿрмен ĕнтĕ вĕсене çуралма. Çапла вара 75 пăру сахалрах пăхса илнĕ хуçалăхсем пĕлтĕрхинчен. Уйрăмах «Акконд-агро фирмăра» чакнă пăрусем пăхса илесси, «Чутеевский» ЯХПКра, ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче... Çулталăк вĕçлениччен туртăнаççĕ пулсан çеç. Мĕншĕн тесен пăрусем сахалрах пăхса илни пĕтĕмĕшле продукци çине те палăрать. Хĕсĕр выльăх продукци памасть. Кашни ĕнен çулталăкра пĕр пăруран кая мар пăруласа памалла. Çавăн пек çутçанталăк саккунĕ. Апла пулсан ĕнесене тата йăх пама вăхăт çитнĕ пушмак пăрусене вăхăтра пĕтĕлентерсе хăварма тăрăшмалла.