08 ноября 2019 г.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçланă май, паянхипе виççĕмĕш кун ĕнтĕ Тăвайри тĕп больницăра республикăри онкологи диспансерĕн куçса çÿрекен рентген комплексĕ хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслет. «Маммологи онкопатрулĕ» проекта пурнăçласа Шупашкарти специалистсем кăçал виççĕмĕш хут района килнĕ. Çак мелпе усă курни чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма, çийĕнчех сипленме май парать. Маларах тĕрĕсленнисенчен хăш-пĕри онкологипе маммологи енĕпе ĕçлекен республикăри медицина учрежденийĕсенче консультацире пулма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.
Кăçал 300 яхăн хĕрарăм çапла майпа вырăнтах сывлăхĕсене ятарлă медицина технологийĕпе тĕрĕслеттернĕ.
Юпа уйăхĕн вĕçĕнче «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» проектпа килĕшÿллĕн Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникин специалисчĕсем район больницинче пулса, çăвар ăш-чиккинчи шыçă чирĕсенчен тĕрĕсленĕ, пĕр кунта 30 çынна яхăн йышăннă.