АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мучара килсех тĕрĕслерĕç

08 ноября 2019 г.

Халăх чирлесрен асăрханса сывлăха тĕрĕслесех тăма тăрăшаççĕ халь. Ку тĕлĕшпе, паллах, диспансеризаци пĕлтерĕшĕ пысăк. Иртнĕ эрнере вара Мучар ялĕнче районти тĕп больницăран çынсен сывлăхне тĕрĕслеме килнĕ ушкăн пулчĕ: кардиограмма турĕç, анализсем илчĕç, юн пусăмне виçрĕç, фонендоскоппа итлерĕç тата ытти те. Кунти участока тивĕçтерекен Елена Николаевна Кузьмина врач-терапевт, унăн медсестри Галина Валентиновна Степанова питĕ тăрăшрĕç ял çыннисемшĕн. Вырăнти ФАП заведующийĕ Галина Витальевна Баданова та пулăшрĕ вĕсене. 24 çынран кая мар пулчĕ врач йышăнăвĕнче. Елена Николаевна кашнинпех питĕ тимлĕ пулчĕ, чир-чĕрпе мĕнле пулмалли тата унран сыхланмалли майсем çинчен те каласа ăнлантарчĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмаллине, спортпа туслă пулмаллине аса илтерчĕ.

Ял çыннисем питех те кăмăллă пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика