08 ноября 2019 г.
Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çуркуннехи тата кĕрхи спорт ориентированийĕ енĕпе ăмăртусем ирттересси йăлана кĕнĕ. Кĕрхи тупăшусене вĕренÿ чĕрĕкĕн юлашки кунĕнче Славаш вăрманĕнче йĕркелерĕç. Шкул ачисем виçĕ ушкăна пайланса ăсталăхне кăтартрĕç. 9-11 классем 5 тĕрĕслев пункчĕ тупса чи маттуррисене палăртрĕç, 7-8 классем - 4, 5-6 классем - 3 пунктсенче. Аслă ÿсĕмре Алексей Михайлов, Анатолий Скороходов, Никита Михайлов малти вырăнсене йышăнчĕç. Вăтам ушкăнта Никита Сергеев, Даниил Сарапов, Дмитрий Иванов, Екатерина Антонова, Оксана Пурш, Оля Петрова маттур пулчĕç. Кĕçĕннисем хушшинче Максим Митрофанов, Илья Николаев, Максим Москвин, Вероника Васильева, Кира Кириллова, Оксана Степанова вĕренекенсене палăртса хăвармалла. Асăннă ăмăртусенче топографи карттине аван пĕлни, тавçăруллă пулни тата хăвăрт чупни те пĕлтерĕшлĕ. Çĕнтерÿçĕсене медальсем тата грамотăсем парса чысланă.