01 ноября 2019 г.
Иртнĕ шăматкун Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çуртĕнче Кивкасра çуралса ÿснĕ Федор Иванович Соловьева асăнса шахмат турнирĕ иртрĕ. Федор Иванович малтан Андриян Григорьевич Николаевпа пĕр вăхăталла Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ, кайран, çар служби хыççăн, çар енĕпе вĕреннĕ, подполковнике çитнĕ. Пурнăçне республика тулашĕнче ирттернĕ пулсан та, нихăçан та тăван яла манман, отпускра ялан ашшĕ килне кĕрсе тухнă. Кивĕ Пуянкассинче хисепленĕ ăна, тăван ялне килсен-тусан тăванĕсене, ватăрах çынсене тутăрсем, çитсу, çамрăксене шахматсем парнеленĕ. Аппăшĕсен ачисене пулăшнă. Ку таранччен пурăннă пулсан, 92-ре пулмаллаччĕ вăл.
Ăна асăнса ирттернĕ турнира районти 10 шахматист хутшăнчĕ. Хĕрÿ иртрĕ ăмăрту. Пилĕк очко илме май пур çĕртен виççĕшĕ тăватшар очко пухма пултарчĕç. Çак шутра - Ю.Арестов (Енĕш Нăрваш ялĕ), И.Соловьев тата А.Семенов (иккĕшĕ те Тăвай ялĕнчен). Вăйă коэф- фициенчĕсене шута илсен пĕрремĕш вырăна иккĕмĕш çул умлă-хыçлă А.Семенов шахматист çĕнсе илчĕ. Вăл кубока тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна - И.Соловьев, виççĕмĕшне Ю.Арестов тухрĕç. Малтисене медальсем тата дипломсем парса чысланă.
Малашне асăннă турнира кÿршĕллĕ районсенчи шахматистсене те чĕнме палăртаççĕ ăна йĕркелесе ирттерекенсем. Çамрăксене те явăçтарма шухăшлаççĕ.
Ăмăртăва хутшăннисем, спорта юратакансем турнира лайăх йĕркелесе ирттернĕшĕн Ф.И.Соловьев аппăшĕсен ачисене - Валерий Ильина, Виталий Казакова тата Владилен Григорьева тав тăваççĕ.