АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ производство цехĕпе паллашнă

25 октября 2019 г.

Çĕнĕ производство цехĕпе паллашнă

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çулçÿревпе Тăвай тăрăхĕнче пулнă, нумаях пулмасть «АККОНДСĔТ» ОООра уçнă çĕнĕ цех ĕçĕпе паллашнă, таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă.

«АККОНД» АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов республика Пуçлăхне инвестици проекчĕ пирки каласа кăтартнă, çĕнĕ производство линийĕ сĕт-çу таварĕсен хисепне ÿстерме май панине хыпарланă. «Производство цехне уçма пурĕ 50 млн. ытла тăкакланă, халăха валли çĕнĕ 18 ĕç вырăнĕ туса хунă»,-тесе пĕлтернĕ Валерий Иванов.

Завод талăкра 80 тонна таран сĕт тирпейлеме пултарнине те палăртнă ертÿçĕ. Предприяти лавккасене таварсемпе туллин тивĕçтернине те пĕлтернĕ вăл. Сĕт-çуран хатĕрленĕ таварсен пахалăхĕ пысăк, 30 тĕрлĕ апат-çимĕç халăхăн кăмăлне кайни те куçкĕрет.

«АККОНД» АО генеральнăй директорĕ хăйĕн сăмахĕнче «АККОНДСĔТ» ООО тĕрлĕ конкурссене хутшăнса пысăк хисепе тивĕçнине те каласа хăварнă. Вĕсен ĕçĕсене куравсенче халăх кăмăлласа пысăк хак панине асăннă ертÿçĕ. Мускавра çулсерен иртекен «Ылтăн кĕркунне» конкурсран та ылтăн медальсемпе таврăннине каланă. Туянакансем предприяти таварĕсене экологи енчен таса çимĕç тесе хапăллаççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти ертÿçине тата унта тăрăшакансене яваплăха туйса ĕçленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, малашне те пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарма сĕннĕ.

«Эсир чун-чĕререн тăрăшса ĕçлени куçкĕрет. Çĕнĕ цех таварсен йышне ÿстерме витĕм кÿрет. Предприятирен налук та бюджета сахал мар пуçтарăнать. Сирĕн таварсене халăх ыйтать, вĕсемпе кăмăллă граждансем»,-тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грант укçипе Тăвай районĕнче сквер çĕкленет. Михаил Игнатьев унта пулса район центрĕнчи тавралăха пăхса хакланă, Тăвайри культура çурчĕ умĕнче йĕркеленекен скверти ĕçсене тишкернĕ. Кунти тÿреме тирпейлесе хăтлăлатма пысăк проект пăхса хăварнă пулнă, ăна пурнăçа кĕртме вара 15 млн. тăкаклама палăртнă. Халăхăн обществăлла вырăнне тирпей-илем кĕртессипе тăвакан мероприятисемпе тĕплĕнрех район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке паллаштарнă.

Проект икĕ тапхăрпа пурнăçа кĕрĕ. Пĕрремĕш ĕçĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тĕпе хурса пурнăçланĕ, 6 млн. тенкĕ укçана Тăвай районне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсене шута илсе уйăрса панă. Скверта çынсене çурран çÿреме ятарлă çул, электричествăпа, шывпа тивĕçтермелли объектсене çĕнетсе тума плана кĕртнĕ. Палăртнă ĕçсене юпа уйăхĕнче пуçланă. Строительство организацийĕ мĕнпур ĕçе чÿк уйăхĕ вĕçлениччен пĕтерме тĕллев лартнă.

Çитес çулта фонтан, сцена, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине палăртса çĕнĕ палăк туса лартма пăхса хăварнă район администрацийĕ. Культура çурчĕ те тĕпрен çĕнелсе илемленĕ, республика хыснинчен объекта хăтлăлатма 8 млн. тенкĕ уйăрма йышăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев подрядчике ĕçсене яваплăха туйса пурнăçлама чĕнсе каланă. «Халăх ырлăхĕшĕн таса кăмăлпа ĕçлени пархатарлă»,-тенĕ вăл. Каяш шыва тасатма май паракан станцие тăвас пирки те тарăнрах сÿтсе явнă калаçу вăхăтĕнче ертÿçĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика