25 октября 2019 г.
Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн обществăлла приемнăйĕнче граждансене йышăннă. Пирĕн районтан ун патĕнче Тăвайра пурăнакан Светлана Николаева та пулнă. Вăл Тăвай ялĕнче 1986 çултанпа ĕçлекен тасатакан сооруженисем кивелсе çитни, çавăнпа вĕсене çĕнетме кирли çинчен каланă.
Михаил Игнатьев канализаци сооруженийĕсем кивĕ технологисене пула нормативлă требованисене тивĕçтерменнипе килĕшнĕ, ку ыйтăва муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ канашлура сÿтсе явнине хыпарланă. Регион ертÿçи «Тăвай ялĕнче талăкра 500 кубла метр таса мар шыва тасатмалли биологи станцийĕ» объектăн проектпа смета документацине туса хатĕрленине, проекта 2020 çулта пурнăçа кĕртме палăртнине пĕлтернĕ. «Каяш шывсене тасатмалли çĕнĕ биологи станцийĕ тума палăртатпăр. Çакă вăл муниципалитета аталантарма кирлĕ. Ку вăл хакĕпе 51 млн. тенкĕсене кайса ларакан хаклă проект»,-тенĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех «Атăла сыватмалли» федераци программипе килĕшÿллĕн республикăра 13 тасатакан сооружени тума палăртнине каланă.