25 октября 2019 г.
«Театрлă Атăлçи» фестивале Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Игорь Комаров пуçарнипе йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрне 483 коллектив (7000 çамрăк актер) хутшăннă. «Театрлă Атăлçи» фестивале хутшăннă шкул ачисемпе студентсен чи лайăх ĕçĕсене Чăваш Енри культура çурчĕсенче, библиотекăсенче кăтартаççĕ. Фестивалĕн Чăваш Ен регионĕн çĕнтерÿçисем - «Наброски судьбы» тата «Мой дедушка был вишней» спектакльсем.
Иртнĕ кунсенче Тĕмерти вулавăш ĕçченĕ Т.Манишева ялти вăтам шкулта 8-9 классенче вĕренекенсемпе «Наброски судьбы» спектаклĕн видеоверсине кăтартассине йĕркеленĕ. Унти актерсем - Шупашкарти 4-мĕш лицейри сцена искусствин студине çÿрекенсем. Спектакльте наркомани проблемине, интернет уçлăхĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене вĕрентессине хускатнă. Юлашкинчен шкул ачисемпе калаçу ирттернĕ. «Эпир сывă пурнăçшăн»-çак чĕнÿпе вĕçленнĕ тĕлпулу.
«Театрлă Атăлçи» проектăн çĕнтерÿçĕ-спектаклĕсене унăн сайтĕнче (театральноеприволжье. рф) паллашма пулать.