АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил ИВАНОВ - тивĕçлĕхпе тÿрĕлĕх çул-йĕрĕпе

25 октября 2019 г.

Михаил ИВАНОВ - тивĕçлĕхпе тÿрĕлĕх çул-йĕрĕпе

Михаил Георгиевич Иванов - пирĕн ентеш, Шупашкарта пурăнать, юридика наукисен кандидачĕ, Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти кооператив институчĕн (филиалĕн) уголовлă право тата суд ĕç производстви кафедрин заведующийĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче вăл 65 çул тултарчĕ.

Михаил Георгиевичăн пурнăç çулĕпе биографийĕ пуян. Вăл хамăр районти Енĕш Нăрваш ялĕнче 1954 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Йышлă та туслă çемьере воспитани илсе ÿснĕ. Ултă пĕртăван пулнă вĕсем, пĕр-пĕринчен лайăххине вĕренме тăрăшнă.

Ашшĕ, Георгий Иванович, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ. Сталинграда хÿтĕлеме хутшăннă. 1943 çулта Хĕвеланăç тата Иккĕмĕш Белоруси фрончĕсенче сапер пулса çапăçнă. Аманнă. Госпитальте сывалнă. Ун хыççăн Варшавăна ирĕке кăларассишĕн кĕрешнĕ. Пĕрремĕш Белоруси фрончĕн йышĕнче Берлиншăн пынă çапăçусене хутшăннă. Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илнĕ. Георгий Ивановича «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн икĕ тапхăр - 1947-1950 тата 1955-1959 çулсенче Енĕш Нăрваш ял Совечĕн председателĕнче, унтан Хусан чугун çулĕн хĕç-пăшаллă хуралĕнче тăрăшнă. Амăшĕ, Мария Ивановна, ĕмĕрĕпех «Красная Чувашия» колхозра вăй хунă. Çапла вара ятлă-сумлă çемьере çитĕннĕ пирĕн ентеш.

Михаил Енĕш Нăрвашри вăтам шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Часах хăйĕн ĕçлĕ кун-çулне Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ резина-техника за- водĕнче пуçланă, слесарьте ĕçленĕ. Унтан Совет çарĕнче службăра пулнă.

Хам эпĕ Михаил Георгиевича иртнĕ ĕмĕрхи çитмĕлмĕш çулсен варринченпе пĕлетĕп. Вăл ун чухне Тăвайри ДОСААФ райкомĕн председателĕнче ĕçлетчĕ. Ялсене Урал мотоциклпа тухса çÿретчĕ. ДОСААФ ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Çынсем ун патне хăйсем те тăтăшах пырса çÿретчĕç.

Çамрăкăн, паллах, малалла вĕренес кăмăл пулнă. Ăшри тивĕçлĕх туйăмĕ тата çынсене йывăр лару-тăрура пулăшас шухăш-кăмăлĕ те çапла тума хистенĕ. Вăл СССР Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари аслă шкулне вĕренме кĕнĕ. Вăл вăхăтра, çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче, асăннă шкул харпăрлăха çаратнипе тата коррупципе кĕрешме пултаракан вăйлă специалистсем хатĕрлекен аслă вĕренÿ заведенийĕ шутланнă. Тăрăшнă Михаил Георгиевич, унта вĕреннĕ çулсенче тарăн пĕлÿ илме ăнтăлнă, ăсталăха, ĕç мелĕсемпе çĕнĕлĕхсене çине тăрса алла илнĕ.

-Асăннă аслă вĕренÿ заведенийĕнче илнĕ пĕлÿпе хăнăхусем маншăн пурнăçра пысăк пуянлăх пулчĕç,-тет вăл каярахпа.

СССР Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари аслă шкулне 1981 çулта вĕренсе пĕтернĕ Михаил Георгиевич. Ун хыççăн ăна тĕрлĕ пысăк должноçсем шанса параççĕ. Тÿрĕмарлăхпа, çаратнипе, коррупцилĕхпе кĕрешме, вĕсене уçса пама, айăпне кура явап тыттарма сахал мар пĕлÿпе вăй-хал хума тивет. М.Г.Иванов алăсене усмасть. Вăл ЧР Шалти ĕçсен министерствин инспекторĕнче, оперуполномоченнăйĕнче, ОБХСС аслă оперуполномоченнăйĕнче, Шупашкар хулин Мускав районĕн шалти ĕçсен пайĕн ОБХСС начальникĕнче, ЧР ШĔМĕн 6-мĕш уйрăмĕн начальникĕнче, Чăваш Ен ШĔМĕ çумĕнчи районсем хушшинчи экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен пай начальникĕн заместителĕнче тăрăшать. Кашни ĕçрех хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывать. Н.М.Яклашкин хăйĕн «Тăвай енĕн сумлă çыннисем» кĕнекинче «М.Г.Иванов ЧР ШĔМĕ çумĕнчи пĕтĕçнĕ преступноçпа (УБОП) кĕрешекен ятарлă подразделени организаторĕ тата унăн пĕрремĕш ертÿçи пулнă» тесе çырать. Унăн ĕçĕнче экономика сферинче вăрттăн çаратнă тата коррупци çыхăнăвĕсене уçса панă, инкек тÿснисене миллионшар тенкĕ тавăрса панă тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Акă 12 тонна ытла контрабандлă спирт сутнине тытса чарнă тĕслĕхех илер. Çывăхри ют çĕршыв çыннисем пулнă вĕсем. Ушкăн таможня витĕр тухнă, Новороссийскран тухса кайнă, анчах Шупашкарта тытса чарнă.

Тÿрĕ кăмăллă пулни, тивĕçе тарăннăн туйса тăни унăн ырă енĕсем пулса тăраççĕ.

Пурнăçри тата право сыхлав органĕсенчи пуян ĕç опытне шута илсе, каярахпа Михаил Георгиевича преподавательре, наукăпа тĕпчев сферинче ĕçлеме сĕнеççĕ. Килĕшнĕ çакăнпа.

1999 çулхи мартран пуçласа 2008 çулхи августчен Раççей ШĔМĕн Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче уголовлă, уголовлă-исполнительнăй правăн тата криминологин кафедринче преподаватель, аслă преподаватель, доцент, профессор пулса тăрăшнă. Экономика преступленийĕсен çулне пÿлмелли ыйтусемпе ĕçлесе вăл «Ĕçри тата экономикăри преступлени: криминологи тата уголовлă право аспекчĕсем» темăпа юридика наукисен кандидачĕн ученăй степеньне илме диссертаци хÿтĕленĕ. Çакăнсăр пуçне 2004 çулхи октябрьте М.Г.Иванова «доцент» ученăй звани те панă. Яваплă должноçсенче ĕçлесе вăл çамрăк ăрăва хăйĕн тарăн пĕлĕвĕпе пуян опытне туллин пама вăй хурать. Вăл вĕрентсе тата воспитани парса ÿстернĕ специалистсем халĕ хăйсене экономика преступленийĕпе кĕрешес ĕçре лайăх енчен кăтартса параççĕ.

Нумай çул ĕçлесе М.Г.Иванов 2006 çулта полковник званипе отставкăна тухнă пулин те, малалла ĕçлет-ха. 2006 çулхи августран пуçласа пĕр вăхăт «АККОНД» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕн экономика хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тимлет, хăйĕн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне паллă предприятин хăватне ÿстерсе пырас ĕçе парать.

2008 çултан вара каллех преподаватель ĕçне таврăнать. Анчах ку хутĕнче вăл Мускаври В.С.Черномырдин ячĕллĕ патшалăх университечĕн Шупашкарти политехника институтĕнче профессор должноçĕнче, право кафедрин заведующийĕнче тăрăшать. Кунта вăл 2013 çулччен пулать. Хальхи вăхăтра Михаил Георгиевич, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, Раççейри коопераци университечĕн Шупашкарти кооператив институчĕн уголовлă право тата суд ĕç производстви кафедрин заведующийĕн должноçĕнче вăй хурать. Асăннă кафедра институтăн вĕрентÿ, наукăпа педагогика ĕçне-хĕлне, тĕрлĕ наукăпа практика мероприятийĕсене, пĕрлехи тĕпчев проекчĕсене хастар хутшăнать. «Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть»,-палăртать Михаил Георгиевич, кафедра ертÿçи.

Кафедра ĕçĕ тулли те нумай енлĕ. Заведующи пулнă май, Михаил Георгиевичăн пурне те тимлĕхре тытма, вăхăтра тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттерме, витĕмлĕ мерăсем пурнăçа кĕртме тивет. Кафедрăра «Юриспруденци-магистратура», «Юриспруденци-аспирантура» енĕпе вĕренÿ программисем пыраççĕ. Вĕсене вĕренÿпе методика енĕпе туллин тивĕçтерессине асрах тытать заведующи. Пĕрлех хăй те институтăн наука тата вĕрентÿпе методика пуянлăхне хушса пыма тăрăшать. Унăн – 100 ытла наука ĕçĕ, çав шутра 6 вĕренÿ пособийĕ, 5 монографи (уйрăм ыйтусемпе çырнă тĕпчев ĕçĕсем), 1 наукăпа практика комментарийĕ, вун-вун наука статйи. Вĕсенче ĕçри тата экономикăри, харпăрлăха хирĕçле преступленисене, вĕсене квалификацилес тĕлĕшĕнчи ыйтусене, экономика преступ- ленийĕсемпе коррупцие хирĕç кĕрешес енĕсене çутатса панă, тĕпчев ĕçĕсем тунă.

Çакăнсăр пуçне М.Г.Иванов çĕршыв тата республика шайĕнче йĕркелесе ирттерекен конкурссене те хутшăнать. Вăл Раççейри гуманитари наука фончĕн гранчĕсене тата Мускаври В.С.Черномырдин ячĕллĕ патшалăх университечĕн грантне тивĕçнĕ. 2017 çулта Михаил Георгиевича «Юридика наукисемпе кăларнă чи лайăх вĕренÿ изданийĕ» номинаципе Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинчи «Университет кĕнеки-2017» кăларăмсен конкурсĕнче «Уголовлă право» вĕренÿ пособийĕшĕн лауреат ятне панă. Пĕлтĕр вара Раççейри коопераци институчĕн 2 гранчĕн хуçи пулса тăнă. Уголовлă право тата суд ĕç производствин кафедри М.Г.Иванов ертсе пынипе çулленех наука ĕçĕсен пуххисем кăларсах пысăк шайри наукăпа практика конференцийĕсем йĕркелесе ирттерет, хуçалăхсен субъекчĕсемпе наукăпа тĕпчев ĕçĕсем тума килĕшÿсем тăвать.

Михаил Георгиевич ĕçлĕ хут- шăнусем йĕркелеме тата тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе палăрса тăнине каласа параççĕ. Вăл право сыхлав органĕсенче ĕçлекенсемпе те, студентсемпе те, шкул ачисемпе те пĕрмаях хутшăнать, çамрăксене аталанма пулăшать. Сăмахран, вăл йĕркеленипе институтра вĕренекенсем тĕрлĕ шайри наукăпа тĕпчев проекчĕсене хутшăнса призсем çĕнсе илеççĕ. Вăл пуçарнипе çамрăксен вулавĕсем иртеççĕ тата ытти те.

Пĕрлех Михаил Георгиевич обществăлла ĕçсенче те активлăхпа палăрнă. Вăл - Пĕтĕм Раççейри юристсен Ассоциацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн членĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн наукăпа вĕренÿ центрĕн ертÿçи. ЧР Патшалăх Канашĕ сĕннипе М.Г.Иванов тăватă çул хушши Чăваш Республикинчи Адвокатсен палати çумĕнчи квалификаци комиссийĕн членĕ - ЧР Патшалăх Канашĕн представителĕ пулнă, хальхи вăхăтра - РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн квалификаци комиссийĕн членĕ.

Çакă та пĕлтерĕшсĕр мар: Михаил Георгиевичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çулпа танлашнă, çав шутран юридика ĕçĕн стажĕ - 42, наукăпа педагогика стажĕ - 20 çул.

Куратпăр ĕнтĕ, пирĕн сумлă ентеш наукăпа вĕрентÿ ĕçне, юридика сферине, пысăк тавракурăмлă специалистсем хатĕр-лессине, обществăлла ĕçсене пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăрать, пĕлĕвĕпе вăй-халне те, вăхăтне те шеллемест, хăйĕн ăшри тивĕçлĕхне мала хурать, çамрăксемшĕн, халăхшăн, обществăшăн тăрăшать. Тивĕçлĕ институтсем, органсем, паллах, çакна асăрхамасăр, хакламасăр тăма пултараймаççĕ.

Çапла 2012 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнчи 136-мĕш номерлĕ Указĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ĕçри çитĕнÿсемшĕн М.Г.Иванова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ» хисеплĕ ят панă.

Патшалăх тата ведомствăсен ытти наградисем те чылай унăн. Службăри, наукăпа педагогика ĕçĕнчи пысăк кăтартусемшĕн вăл чылай медальпе знака тивĕçнĕ. Вăл шутра 1, 2 тата 3 степеньлĕ «Пĕр кăлтăксăр службăшăн», «Раççей ШĔМне 200 çул», «Тивĕçлĕхе парăннăшăн» медальсем те, «Милици отличникĕ» паллă та, ыттисем те пур. СССР, Раççей, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕсем, тĕрлĕ ведомствăсемпе учрежденисем хавхалантарнисем 50 ытла.

Михаил Георгиевич палăртнă тăрăх, çитĕнÿсене çемье туслăхĕпе пулăшăвĕсĕр тума хĕн. Аслăрах юлташсемпе туссен пулăшăвĕ те питĕ паха. Михаил Георгиевичăн мăшăрĕ Дария Владимировна унпа пĕр ялтанах - Енĕш Нăрвашран. Вăл чылай хушă Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче кадрсен пайĕнче ĕçленĕ. Туслă мăшăрăн икĕ хĕр. Вĕсем ашшĕ ĕçне малалла тăсаççĕ, право ĕçĕ-хĕлĕн сферинчи яваплă должноçсенче тимлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика