АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анастасия Мигуськина çуралнăранпа - 100 çул

25 октября 2019 г.

Анастасия Мигуськина çуралнăранпа - 100 çул

Тăвай çĕрĕ паллă çынсемпе пуян. Анчах Чутей ялĕнче çуралнă Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артисткин Анастасия Львовна Мигуськинан ятне вара чылайăшĕ илтмен те, тен. Кăçалхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 100 çул çитнĕ.

Анастасия 1919 çулта пуян хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Лев (Леонтий) Кузьмич - вырăс. Амăшĕ Мария Илларионовна Мигуськина (Лаптакова) 1953 çулта вилнĕ. Вăл та пуян хресчен çемйинчен тухнă. Вĕсен çирĕп хуçалăх пулнă, кĕрпе авăртакан арман тытнă. Ялти ватăсем каланă тăрăх, çурчĕ питĕ пысăк, иккĕлле (пятистенный), хыр пĕренесенчен пулнă. Çĕршыври йĕркесем улшăннине пула 1930 çулсенче Мигуськинсем çемйипе Барнаул хулине куçса кайнă. Çемьере 6 ача ÿснĕ, Лиза, Дмитрий, Прасковья, Настя, Шура, Женя.

Мигуськинсен çуртĕнче вара шкул вырнаçнă, унта икĕ пуçламăш класс вĕреннĕ. Каярахпа Чутейри 8 çул вĕренмелли шкул çуртне тума Лев Мигуськин, Тихон, Василий çурчĕсене куçарса килнĕ, теççĕ. Пуçламăш классен çуртне пуян хресчен кĕлечĕсенчен купаланă имĕш. 2015 çулта ку вырăнта чиркÿ уçнă. Чăнах та, кивĕ шкул пĕренисем çак çулчченех питĕ лайăх упраннă.

Анастасия Львовна ачаранпах музыкăпа интересленнĕ. Тен, вĕсен килĕнче рояль пурри те ăна юрлас ăсталăха аталантарма пулăшнă. Каярахпа вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солистки пулнă. Анастасия Львовна чăваш композиторĕпе, çак ансамблĕн хормейстрĕпе Герман Степанович Лебедевпа паллашса çирĕп çемье çавăрнă. Вĕсен виçĕ ача çуралнă. Питĕ шел те, Юрăпа Вячеслав ывăлĕсем çут тĕнчерен иртрех уйрăлса кайнă. Хĕрĕ Ольга Мускавра пурăнать.

Мăшăрĕпе Г.С.Лебедевпа тата юрăпа ташă ансамблĕпе Чутей ялне те темиçе хутчен концертпа килсе кайнă. Аякра пурăнакан тăванĕсем патне, Барнаул хулине те чăваш юррисен илемне илсе çитернĕ.

Анастасия Львовна Мигуськинана 1961 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артистки ятне панă. Вăл 60 çула çитсен, 1979 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче, Шупашкарта вилнĕ. Ăна çак районти Карачура масарне пытарнă, юнашарах мăшăрĕн вилтăприйĕ.

Чутей ялĕнче чаплă юрăçăн тăванĕсем чылайăн пурăнаççĕ. Хисеплĕ артисткăна халалласа вулавăшра Н.Матвеева библиотекарь «Анастасия Львовна Мигуськина - Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артистки» темăпа Чутейри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 9 класс вĕренекенĕсемпе калаçу ирттернĕ. Юрăç кун-çулĕпе паллаштарнă, презентаци кăтартнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика