18 октября 2019 г.
Виçĕмкун Тăвай районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн территорири, федерацири тата республикăри органĕсен вырăнти ертÿçисем республикăран килнĕ информаци ушкăнĕн членĕсемпе пĕрле районти ялсемпе шкулсенчи ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тĕл пулнă. Сăмахран, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке тата Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова Тăвайри тата Тĕмерти вăтам шкулсен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса информкунăн тĕп темисене сÿтсе явнă, Тăвайри магазинта çăкăрпа булка изделийĕсен куравĕпе (сăн ÿкерчĕкре) паллашнă. Администраци пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин «Тăвай çăкăрĕ» ОООра пулнă, çăкăр пĕçерекенсемпе тата ĕç ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Информаци кунĕн темисене хускатнипе пĕрлех, Валерий Васильевич пекарьнăра ĕçлекенсене Çăкăр кунĕпе те саламланă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче çак темăсене тĕпе хунă: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи 118-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикинчи халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» Указĕ* «Шанчăклă тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проектне 2019 çулта Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçлассипе епле ĕçлени тата Чăваш Республикинче периодика кăларăмĕсене 2020 çулхи I çур çулшăн çырăнтармалли подписка кампанийĕ çинчен.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указне пурнăçласа, Чăваш Республикин 2020 çулхи тата 2021, 2022 çулчченхи планлă тапхăр валли халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма 3208,6 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, çав шутран «Вĕренÿ» отраслĕ валли - 1199,4 млн., «Сывлăх сыхлавĕ» валли - 1002, 8 млн., «Культура, кинематографи» отрасльне 500 млн., «Физкультурăпа спорта» - 506,4 млн., «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх» валли - 200 млн. тенкĕ.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 204 номерлĕ Указне пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшса, «Шанчăклă тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци пооекчĕн картинче Чăваш Республики регионти 3 проекта - «Çул-йĕрсен сечĕ», «Çул-йĕр хуçалăхне аталантармалли пĕтĕмĕшле ĕçсем», «Çул-йĕр куçăмĕн хăрушсăрлăхĕ» - пурнăçлама хутшăнать. «Çул-йĕрсен сечĕ» регион проектне ĕçе кĕртме 2442,2 млн. тенкĕ пăхнă, октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне. 71,317 километр çул юсанă, автомобиль çулĕсем тăрăх 19,6 км тăршшĕнче тулашри çутăсем вырнаçтарнă. «Çул-йĕр хуçалăхне аталантармалли пĕтĕмĕшле ĕçсем» регион проекчĕпе 2019 çулта Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 268,2 млн. тенкĕ уйăраççĕ. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме ку вăхăт тĕлне çул-йĕр куçăмĕн правилисене пăснине палăртма фотовидеофиксаци камерисен 37 комплексне туяннă. Виçепе пысăкăш тĕрĕслевĕн автоматла пунктне тăваççĕ.
«Çул-йĕр куçăмĕн хăрушсăрлăхĕ» регион проектне пурнăçлама республика бюджетĕн-че 3,9 млн. тенкĕ палăртнă.
Чăваш Енре периодика кăларăмĕсене 2020 çулхи I çур çулшăн илсе тăма çырăнтарас кампани пырать. Массăллă информацин пичет хатĕрĕсен халăха социаллă пĕлтерĕшлĕ информацисемпе тивĕçтерес ĕçри пĕлтерĕшĕ хальхи вăхăтра та пысăк. Пичет кăларăмĕсен страницисенче кашни вулакан хăйне кăсăклантаракан темăна тупса вулама пултарать. Вĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ темăсене, наци тата регион проекчĕсене епле пурнăçланине çутатсах тăраççĕ, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, тăван чĕлхене юратма вĕрентес ĕçе те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Подпискăна вырăнти почта уйрăмĕсенче те, ятарлă сайт пулăшнипе те йĕркелеме пулать. Хаçатсен редакцийĕсем альтернативлă подписка та йĕркеленĕ.