18 октября 2019 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çирĕплетнĕ Раççейри «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хăтлă тавралăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе республикăра тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен çемьесенче 2-мĕш е черетпе кирек хăш шутлă ача çуралнă çемьесене çăмăллăхлă 6 процентлă ипотека параççĕ.
Çăмăллăхлă кредита хатĕр çурт-йĕр туянма е çĕр лаптăкĕллĕ çурт-йĕр тăвакансемпе килĕшÿ туса пая кĕрекенсене параççĕ.
Çавăн пекех çăмăллăхлă кредитпа маларах илнĕ кредита, ăна хăçан илнине пăхмасăр, тÿлесе татма пулать.
Çавнашкал кредита 6 млн. тенкĕрен ытла памаççĕ, унăн çăмăллăхĕ кредита миçе çула уçнине пăхмасăр тăсăлать.
Чăваш Республикинче 2019 çулхи 8 уйăхра çурт-йĕр илмелли çăмăллăхлă кредитпа 355 çемье усă курнă.
РФ çамрăк çемьесене пулăшмашкăн йышăннă «Раççей Федерацийĕн граждансене хăтлă тата йÿнĕ çурт-йĕрпе тата коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси» программăпа килĕшÿллĕн нумай ачаллă, 3 е унран ытларах çемьесене çурт-йĕр туянма е çĕнĕрен тума черетсĕрех социаллă тÿлев парса пулăшаççĕ.
2019 çулта çак йĕркепе нумай ачаллă 240 çемьене свидетельство панă.