АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă кил-йышра ÿсеççĕ

18 октября 2019 г.

Туслă кил-йышра ÿсеççĕ

«Пирĕн кашни ача тимлĕхе, çитĕннисем хăйне юратнине туйтăр тесе тăрăшмалла.

Ача амăшĕпе ачалăха пулăшасси Чăваш Республикинче патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çĕнĕ ача сачĕсен, шкулсен строительствине миллиард-миллиард тенкĕ хыватпăр, хушма вĕрентÿ тытăмне аталантаратпăр, культура тата спорт учрежденийĕсен сетьне йĕркелетпĕр. Паян республикăра ачасене паха пĕлÿ памалли, вĕсем хăйсен талантне тÿрре кăлармалли, аталаннă çын, Раççейĕн чăн-чăн патриочĕ пулмалли пĕтĕм услови пур»,-тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра нумай ачаллă 13000 яхăн çемье пурăнать.

Район центрĕнчи Олеся Геннадьевна Васильева çемйи ак (сăн ÿкерчĕкре) пысăк йышпа аванрах, хаваслăрах пулнине çирĕплетет.

-Çемье - çынна шăпа парнелекен чи хаклă пуянлăх,-тет тăватă ача амăшĕ. -Хамăра ăнланакан, йывăр самантра пулăшма хатĕр çывăх çынсем çумра чухне вăй-хал палăрмаллах ÿссе хăватланать. Пирĕн пурин те хамăрăн хутшăнусене сыхласа упрамалла, пĕр-пĕрне хисеплеме, ăнланма тăрăшмалла. Çемьесенче яланах тăнăçлăхпа юрату тата килĕшÿ хуçалантăр.

Тăвайри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищин алăкĕсене уçнă Олеся Геннадьевна, унтан Шупашкарти больницăсенче ĕçленĕ, юлашкинчен район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче операторта тăрăшнă. Халĕ тăваттăмĕш ачипе, Якимпа ларать.

Аслă ывăлне Ваня ят панă ашшĕпе амăшĕ, район центрĕнчи шкула иккĕмĕш класа пĕлÿ пухма çÿрет. Глеб - 2013 çулхи, Тимур тепĕр çулталăкран çуралнă, иккĕшĕ те пĕрремĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденине юлташĕ-семпе пушă вăхăтне ирттерме çÿреççĕ. Ачасем аслисене хисеплесе ÿсеççĕ. Вĕсем патне пырса кĕрсен пĕчĕк Яким та пырса алă тытрĕ ыттисене сăнаса тăнă хыççăн.

Çемье пуçĕ, Евгений Викторович Григорьев, район администрацийĕнче водительте вăй хурать, ывăлĕсен телейĕ пысăклансах пытăр тесе тимлет. Каçхине те çул çинче пулма тивет ăна. Туслă кил-йышра ÿсет тăватă арçын ача çапла.

Пурăнмалли вырăн туянма е çурт тума патшалăхран пулăшу илес тĕллевпе документсем хатĕрлет çемье. Амăшĕн капиталĕ пур вĕсен. Нумай ачаллă çемье пулнине çирĕплетекен удостоверениллĕ пулайман-ха вĕсем.

Çемьесене патшалăх енчен пулăшасси çапла çултан-çул лайăхланса пырать. Социаллă пособисем, ача амăшĕн капиталĕсем, çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрма паракан çăмăллăхлă кредитсем пысăк пĕлтерĕш лĕ пулса тăраççĕ.

Кашни çыншăн çемье юратупа ырăлăхăн, хисеппе савăнăçăн тата хавхаланăвăн иксĕлми çăлкуçĕ пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика