18 октября 2019 г.
Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери вулав кунне 2007 çултанпа ирттереççĕ. Кĕнекене сасăпа вулани чĕлхе пуянлăхне ÿстерме, шухăша тĕрĕс уçса пама тата тавракурăма анлăлатма пулăшать. Ача кĕнекене сасăпа вуланă май, тĕрлĕ пулăмсемпе паллашать, хăйĕн шухăшĕпе тĕллевне палăртма пултарать, кăмăлне уçать.
Тăвайри тĕп библиотекăра çак кунсенче «Кĕнекепе иксĕмĕр – уйрăлми туссем» литература уявĕ иртрĕ. Тăвайри вăтам шкулти 6-7 классенче вĕренекенсем (руководителĕ Н.В.Ефимова) кăмăл турĕç уява килме. Тĕлпулура А. Андреевапа Л. Данилова библиотекарьсем ачасене кĕнеке кăларас историпе паллаштарчĕç, вулавăшра сыхланса юлнă 50 тата 90 çул каялла пичетленсе тухнă изданисене кăтартрĕç. Унтан çамрăк вулакансем вырăс классикĕ Н.А.Некрасов çырнă «Мазай асатте тата мулкачсем» поэмăна пĕрин хыççăн тепри алран алла парса сасăпа, интонаципе илемлĕн вуларĕç.
Литература рингĕ конкурс пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. М.Васильева, А.Осипова, С.Иванова, Д.Никитин вĕренекенсем нумай балл пухса мала тухрĕç. Ачасем сахал вулаççĕ тенине илтме пулать. Тĕрĕсех-ши ку? Кам кĕнекепе туслă, кам вуласах каймасть пуль. Вĕренекенсем паллă писательсен произведенийĕсенчи геройсем çинчен вăлтса ыйтнă ыйтусене тăхтаса тăмасăрах хуравларĕç. Тĕлпулу савăнăçлă та пĕлтерĕшлĕ иртрĕ.