11 октября 2019 г.
Кăçал районĕпе, малтанхи даннăйсем тăрăх, 24260 тонна тырă пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 10091 гектар çинче туса илнĕ. Тухăç кашни гектар пуçне вăтамран 24 центнерпа танлашать. Уйрăм хуçалăхсенче вара çак кăтарту чылай пысăкрах: В.Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче кашни гектартан вăтамран 37 центнер, «Акконд-агро фирма» АОра - 34,1, «Дружба» хуçалăхра 26,4 центнер тырă пухса кĕртнĕ.
Çĕршывĕпе илсен те, тырă начар мар туса илнĕ кăçал: пурĕ 118 миллион тонна пирки сăмах пырать.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси те ÿсĕмлĕ.
Çапла вара çĕршывра, вăл шутрах пирĕн районта та, агро-промышленноçăн эффективлăхне ÿстерессипе сахал мар тăрăшаççĕ. Çакăнта, паллах, ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен тÿпи пысăк. Вĕсем ĕç мелĕсемпе технологийĕсене çĕнетсе пыраççĕ, çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, продукци ĕçлесе тирпейлекен промышленноçа çуллен сахал мар инвестици хываççĕ, производство хăвачĕсене ÿстерсе пыраççĕ.
Ку вăхăт тĕлне районта çĕрулмине, пахча-çимĕçе, сухан-севока пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ, вĕсем пурте начар мар тухăç панă.
Силослăх культурăсен лаптăкĕсем те пушансах пыраççĕ. Паянхи куна вĕсен 80 процентне яхăн вырса пухнă. Çавна май 11990 тонна кукуруза силосĕ хывнă. Асăннă сĕтеклĕ апата «Акконд-агро фирма» АО тата С.Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ уйрăмах нумай акса тăваççĕ. Районти хуçалăхсем сенажпа утă хатĕрлемелли плансене те ирттерсе пурнăçланă, выльăх апачĕн хисепĕшĕн çеç мар, пахалăхĕшĕн те тăрăшнă.
Çитес çулхи тухăçшăн та тимленĕ çĕр ĕçченĕсем: кĕрхи тĕш тырă культурисене 2605 гектар çине вырнаçтарнă, 5160 гектар çĕре сухаласа тата кăпкалатса хатĕрленĕ. Çак ĕçре уйрăмах С.Илларионов, В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Акконд-агро фирма» АО, «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ палăрса тăраççĕ.