АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисен çитĕнĕвĕшĕн савăнаççĕ

11 октября 2019 г.

«Чăваш Ен çемье йăли-йĕркин çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать. Паян республикăра 12600 ытла нумай ачаллă çемье пурăнать.

2012 çулхипе танлаштарсан, вĕсен шучĕ 52 процент ÿснĕ. Çакă - Чăваш Ен правительстви çынсене социаллă хÿтлĕх парас енĕпе йышăннă мĕнпур тивĕçе çирĕппĕн пурнăçласа пынине ĕненмелле кăтартакан тепĕр витĕмлĕ паллă»,-тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Хальхинче районти тепĕр çемье сăн ÿкерчĕкне алла илтĕм. Вăтам çулсенчи арçынпа хĕрарăм пилĕк хĕр хушшинче тăраççĕ. Пурте пĕрешкел футболка тăхăннă. Пĕр-пĕр спорт уявне кайма хатĕрленнĕ тейĕн. Сăн-пичĕсенче те уйрăмлăх сахал, эппин, пĕр çемьерен вĕсем. Çĕнĕ Пуянкассинчи Светлана Анатольевнапа Николай Николаевич Константиновсемпе вĕсен хĕр пĕрчийĕсене сăнланă унта.

-Ялти обществăлла пурнăçра активлăх кăтартаççĕ вĕсем. Республикăри «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăннă темиçе çул каялла, пĕр номинацире палăрса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă,-пĕлтерчĕç ял тăрă- хĕнчен.

Ыттисем пекех кил-хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ĕне те пур. Пахчара кăçал та тĕрлĕ çимĕç тулăх тухăç панă, чечексем те куçа илĕртеççĕ.

Кил хуçи арăмĕ шкулта тасалăхшăн тăрăшнă пĕр хушă, пукан тăвакан «Буяново» обществăра ырă тĕслĕх кăтартнă, унтан ялти библиотекăра вăй хума тытăннă.

-Вулавăшра ĕçлеме чăнах та питĕ килĕшет. Хаçат-журналпа, пичет кăларăмĕ-семпе паллашсан тĕрлĕ информаци пĕлетĕн, çынсене кĕнекепе туслашма хавхалантаратăн. Çавăнпа ку енĕпе пĕлĕве ÿстерме тĕллев тытрăм, Шупашкарти культура институтĕнче пиллĕкмĕш курсра заочно вĕренетĕп,-калаçăва тăсрĕ С.Константинова.

Вашават хĕрарăм килти ĕçсене вăхăтра пурнăçланисĕр пуçне аслă ÿсĕмри икĕ хĕрарăмăн ватлăхне канлĕ тăвассишĕн тимлет. Хунямăшне, Зоя Федотовнана, нумай çул пăхаççĕ, кăçал 90 çула çитрĕ вăл. Кăçал тăванне, 84-ри Екатерина Константиновнана та, хăйсен хÿттине илнĕ.

-Çăмăлах мар пулин те, вĕсен кăмăлне ларма тăрăшатпăр. Сăвап пулĕ ватăсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнăшăн,-тет Светлана Анатольевна.

Мăшăрĕ, Николай Николаевич та чылай пулăшать ăна. Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче ĕçлет вăл.

Константиновсем 1992 çулта çулла туй туса савăннă хыççăн пĕрле пурăнма пуçланă.

Пилĕк чиперккене чун парса çитĕнтернĕ пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, ăнланса пурăнакан Светлана Анатольевнапа Николай Николаевич.

Асли, Наташа, 27 çулта, шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухсан, Санкт-Петербургри политехника институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Тĕпчев институчĕн лабораторийĕнче наукăн кĕçĕн сотрудникĕнче тăрăшать, аспирантурăра вĕренет, качча кайнă.

Иккĕмĕш хĕрĕ Татьяна, Шупашкарти И.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăнă. 59-мĕш номерлĕ шкулта юрра-ташша юратма хăнăхтарать ачасене. «Раздолица» ансамбльте хăйĕн пултарулăхне кăтартать.

Анна - 22 çулта, культура институтĕнче вĕреннĕ, Чăваш Ен тĕп хулинчи наци библиотекинчи право уйрăмĕнче хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Машăпа (8 класра) Женя (5 класра) шкулта ăс пухаççĕ, дневникĕсенче лайăх паллăсем кăна хуçаланаççĕ. Спортпа туслă хĕрачасем, ташă кружокне хаваспах çÿреççĕ.

Çĕнĕ Пуянкассинчи Константиновсене патшалăх çурт туса парса пулăшнă. Унта пурăнма куçман-ха.

-Çемьере ашшĕпе амăшĕн кил ăшшине упрамалла, пурнăç йăли-йĕркине çирĕплетсех пымалла, çамрăк ăру çитĕнĕвĕсемшĕн савăнма пĕлмелле, пур енĕпе те хăйĕн ырă тĕслĕхлĕ пулмалла,-шухăшне пĕлтерчĕ сывпуллашнă май С.Константинова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика