АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сапфир туй пулнă

11 октября 2019 г.

Сăхăтпуçĕнче пурăнакан Мешковсен çемйи çинчен вулакансене пĕлтерес килет.

Николай Николаевичпа Нина Васильевна - ялти хисеплĕ те сумлă çынсем, пĕр шухăш-кăмăллă, пĕр ĕмĕтлĕ, çирĕп çемье, 45 çул пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, юратса пурăнаççĕ. Çÿпçипе хупăлчи, тенĕ авалтан çавăн пек мăшăрсене. Турă пулăшнă вĕсене пĕрле пулма.

Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче - çемье юбилейĕ пулчĕ. 45-ре вăл. 3 хĕр те икĕ ывăл çуратса ÿстерчĕç. Шел, пĕр ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕчĕ.

Иккĕшĕн те тума пĕлмен ĕç çук. Николай Николаевича мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарнă амăшĕ. Механизаторсене хатĕрлекен училищĕре вĕренсен тĕрлĕ техникăпа ĕçлерĕ, слесарь, токарь ĕçĕсене те килĕштернĕ. Çамрăкрах чухне купăспа та хитре вылянă, пушар хуралĕнче нумай çул вăй хунă. Хисеп грамотисем, медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра хисеплĕ канура. Ылтăн аллисем вара паянхи кун та хĕрÿ ĕçре.

Нина Васильевна та - çав тери ырă кăмăллă хĕрарăм, çепĕç чĕлхе-çăварлă, пур çынна та ырă сунакан çын. «Выльăх тухтăрĕ»,-теççĕ ăна хисеплесе ялтисем. Вĕренсе тухсан канăва кайичченех ĕçлерĕ хăйĕн юратнă ĕçĕнче. Халĕ те унăн пулăшăвĕпе чылайăшĕ усă курать. Ял халăхне пулăшма яланах хавас, çынсем ăна сума сăваççĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн медаль, Хисеп хучĕсем илнĕ.

Тĕрлеме, çыхма юратать, кавир, вырăн çивиттисем, алшăллисем, турăш умĕн çаккисем кил-çурта илем кĕртеççĕ.

Ялти салтака каякан çамрăк каччăсене хисеплесе, ырă сунса хăй тĕрленĕ алшăллисем парса ăсатать. Çак йăла-йĕрке ашшĕ-амăшĕсене те савăнтарать, чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ ăна.

Тĕрлĕрен пахча-çимĕç, хитре чечексем ÿстерет, таврана илем кĕртет. Выльăх-чĕрлĕхĕсене тата еплерех юратса пăхаççĕ. Мешковсем икĕ ĕне, сысна усраççĕ. Нумай ĕçсене çемйипе пĕрле те тăваççĕ. Савăк кăмăллăскер, юрлама юратать. Уйрăмах упăшкипе, хире-хирĕç тăрса, пĕр-пĕрне ăшшăн пăхса юрланине итлеме питех те кăмăллă. Нихăçан та ан сÿнтĕр сирĕн питри кулă, ăшри савăнăç. Сĕтел хушшине лартмасăр, çăкăр-тăварпа сăйламасăр никама та кăларса ямасть. Тавах вĕсене. Çемьен 50 çулхи юбилейĕнче те пĕрле пуласчĕ-ха.

Сывлăхăрсем çирĕп, ĕмĕрĕрсем вăрăм пулччăр, çуратса ÿстернĕ ачăрсенчен тулли телей курмалла пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика