АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амфилохий епископа асăнчĕç

11 октября 2019 г.

Иртнĕ ытларире Тăвай чиркĕвĕнче архиерей служби пулчĕ. Ăна пирĕн тăрăхран çветтуйсен йышне кĕме тивĕçнĕ Амфилохий епископа асăнса йĕркелерĕç. Литургие Канаш тата Тăвай епархийĕн епископĕ Стефан ертсе пычĕ. Службăна 20 ытла пачăшкă (çав шутра Псковпа Печора лаврин игуменĕ те) тата таврари ялсенчен пухăннă ĕненекенсем хутшăнчĕç.

Александр Яковлевич Скворцов Çĕрпÿ уесне кĕнĕ Вырăс Нăрваш салинче 1885 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче псаломщик çемйинче çуралнă. 11 ачаран - виçĕ ывăл та сакăр хĕр - чи кĕçĕнни пулнă.

Шупашкарти тĕн училищинчен, Хусанти тĕн семинарийĕнчен (1906) тата тĕн академийĕнчен (1910) вĕренсе тухнă. Богослови наукисен кандидачĕ. Амфилохи ята тĕн академийĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕреннĕ чухне манах пулма килĕшсе илнĕ. 1910 çулта иеромонах пулса тăнă. Калмăк чĕлхине лайăх пĕлнĕ. 1912-1914 çулсенче тибет чĕлхине вĕренес шутпа Монголире командировкăра пулать. Унтан таврăнсан Хусанти тĕн академийĕнче вĕренет. Пултаруллă проповедник тата миссионер шутланнă.

Октябрьти революцие йышăнман. 1918-1919 çулсенче Красноярск хули çывăхĕн- чи арçынсен мăнастирĕнче пурăннă. Ун хыççăн 5 манахпа пĕрле Минусинск уесĕнчи Тиберкуль кÿлли çывăхĕнчи скит йĕркелеççĕ. 1921 çулта иеромонаха çав уесри Белый Яр чиркĕвне кĕлĕсем ирттерме яраççĕ. Енисей тата Красноярск епископĕ Зосима (Сидоровский) Амфилохие лайăх пĕлнĕ, ăна Красноярска чĕнсе илнĕ, ăна çĕнĕ йĕркесемпе килĕштерсе ĕçлеме сĕннĕ. Анчах та иеромонах килĕшмен. Çавăн хыççăн епископ ăна прихута ертсе пыма чарнă.

Çĕнĕ йĕркесене йышăнма пултарайман тĕн çыннишĕн асаплă та тертлĕ пурнăç пуçланать. Ăна темиçе хутчен те арестлеççĕ, анчах айăплама сăлтав çителĕк- сĕррипе кăларса яраççĕ. 1925 çулхи мартра Мускавра Тихон патриархпа Петр митрополит (Полянский) тата Гурийпе (Степанов) Прокопий архиепископсем хиротони йĕркелесе Амфилохие Красноярскпа Енисей епископне лартаççĕ. Тепĕр çулталăкран Амфилохие ОГПУ каллех арестлет, 3 çулталăка Соловецкри ятарлă лагере яраççĕ. Ирĕке тухсан ăна Мускава Лубянкăна чĕнтереççĕ, Красноярск хулине кĕме юраманни çинчен пĕлтереççĕ. Ăна Донпа Новочеркасск епископне çирĕплетеççĕ, анчах ОГПУн облаçри управленийĕ унта кĕме те чарать. Вара ăна Самара епархийĕн викарийĕ туса Мелекес епископне лартаççĕ. Патриарх çумĕпе Сергий ?Страгородский% митрополитпа тĕл пулнă чухне Амфилохий хăйĕн шухăш-кăмăлне пытармасть, таса тĕн çĕнтерессе шанни çинчен калать. Çакнашкал позици большевиксене те, Сергий владыкăна та килĕшме пултарайман. Амфилохие канăва яраççĕ.

Вăл Хакасие тухса каять. Унта Анжуль ялĕнче пурăнакан манашкăсенчен маларах хупăннă мăнастире тепĕр хут йĕркелет, килти чиркÿре кĕлĕсем ирттерет. Совет влаçне хирĕçле ĕçсем тăвать тесе каллех тытса хупаççĕ, 5 çуллăха ĕçпе юсанмалли лагере яраççĕ. Штрафниксен ушкăнне кĕртсе шахтăра çĕр кăмрăк кăларттараççĕ. ОПГУ ăна хальхинче лагерьсенчен тухма паман. 1937 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Красноярск тата Енисей епископне Амфилохие НКВД Управленийĕн Тройкин приговорĕпе Кемĕр облаçĕнче персе вĕлернĕ. Ун чухне вăл 52 çулта кăна пулнă.

2000 çулхи августра Амфилохие çĕнĕ влаçран асап тÿссе вилнĕ çветтуй çынсен йышне кĕртнĕ. Халĕ ăна çуллен октябрĕн 1-мĕшĕнче асăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика