АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен яланах хисепре

04 октября 2019 г.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснă.

Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйă- хĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕлле- вĕсем тата стратегиллĕ задачисем çинчен» Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме йышăннă ăна. Чăваш Енĕн 2020 çулхи тата 2021-2022 çулсенчи бюджечĕсене йышăннă чух 2020 çул валли вĕрентÿ тытăмне инноваци никĕсĕнче аталантармашкăн условисем тума 1,2 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Шкулсене тĕпрен юсама - 510 млн тенкĕ, пуçламăш классем валли сĕтел-пукан туянма - 200 млн тенкĕ, шкулчченхи учрежденисене юсама - 400 млн тенкĕ, муниципаллă ача лагерĕсене тĕпрен юсама 90 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Çыннăн пурнăç тăршшĕпех ăс-тăн пухмалла. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тенĕ аслисем те. Педагог вара ку енĕпе ăна пулăшать.

Тăвайри культура çуртĕнче иртнĕ мероприятире вĕрентекенсене профессиллĕ уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ М.Загребаева, вĕренÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов, вĕренÿ работникĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕ В.Белова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Р.Ильина саламларĕç.

Унтан ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнă работниксене - «РФ вĕрентÿ ĕçĕпе воспитанин хисеплĕ работникĕ» знакпа: Мучарти вăтам шкул директорне Алексей Иванович Белова, Тăвайри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Петровна Борисована, вĕренÿ пайĕн начальникĕн заместительне Ирина Валерьевна Семенована наградăларĕç.

РФ вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине - Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденин музыкăпа вĕрентекен Ольга Владимировна Андреевана, Тушкилти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Ильинична Петрована пачĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕ Валерий Иванович Ильин тивĕçлĕ пулчĕ.

ЧР Пуçлăхĕн 100 пин тенкĕлĕх укçан преми илмелли свидетельствăпа вара Тăрмăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Николаевна Григорьевана, 20 пин тенкĕлĕх укçан преми илмелли свидетельствăпа Тăвайри искусствăсен шкулĕн преподавательне Галина Николаевна Никонована тивĕçтернĕ.

Район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн, вĕрентÿ работникĕсен районти профсоюз организацийĕн Хисеп грамотисене илнисем те нумайăн пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика