Владимир ВАНЕРКЕ, Тăвай райадминистраци пуçлăхĕ:
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн указĕнче çынсен пурнăçне лайăхлатмалли тĕп çул-йĕрсене палăртнă. Вĕсене пурнăçа кĕртме сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
Юлашки çулсенче районта наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе Республика Пуçлăхĕ тата Чăваш Ен Правительстви пулăшса пынипе сахал мар курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Çак ĕçсене малалла та ăнăçлă аталантарса пыни çынсен пурнăçне лайăхлатса пыма май парĕ.
Малашлăхра районта икĕ вĕренÿ учрежденине тĕпрен юсамалла. Тăвайри вăтам шкул çурчĕ çумне хушма здани тума проект хатĕр-летпĕр. Мĕнпур пулăшу мелĕпе туллин усă курса ытти хăш-пĕр проблемăсене те татса пама май килĕ. Çав шутра, культура учрежденийĕсене реконструкцилесси, Кармалпа Улянкă ялĕсенче ФАПсем тăвасси, шыв башнисене юсасси. Тасатакан биологи сооруженийĕ тăвасси те тахçантанпах планра тăракан тĕп объектсенчен пĕри шутланать.
Арина АЛЕКСЕЕВА, районти централизациленĕ клубсен системин директорĕ:
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указа ырласа йышăнтăмăр. Ăна пурнăçа кĕртме 2020 çулта 3,4 миллиард тенкĕ уйăрĕç.
Указпа килĕшÿллĕн культура отрасльне аталантарма килес çул 500 миллион тенкĕ тăкаклама пăхса хăварнă. Çак укçа муниципалитетсен архивĕсен, библиотекăсен, культурăпа кану, ачасен культура сферинчи хушма вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсене çирĕплетме кайĕ.
Юлашки çулсенче граждансен пурнăç шайне ÿстерессине, хăтлă условисем, кашни çынна пултарулăхне туллин аталантарма майсем туса парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Указа пурнăçа кĕртни культура организацийĕсене çÿрекенсен йышне 15 процент тата культурăн цифра ресурсĕсемпе усă куракансен шутне пилĕк хут ÿстерме пулăшĕ.
Тăвайри культура çуртĕнче те тепĕр çул юсав ĕçĕсем пуçланаççĕ. Çĕнелнĕ условисенче районта пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ те çĕкленÿллĕ пулĕ.