АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар службинчен пăрăннăшăн уголовлă яваплăх

04 октября 2019 г.

2019 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен граждансене çар службине илмелли кĕрхи призыв пуçланчĕ. Ун умĕн РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕ 2018 çулта тата 2019 çулхи ку таранчченхи тапхăрта çар службине каяссинчен пăрăннăшăн РФ УКн 328 статйин 1 пайĕпе пуçарнă уголовлă ĕç-сен итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси гражданинăн тивĕçĕ пулса тăрать. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовлă яваплăх пăхнă, асăннă преступленишĕн икĕ çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Ытти наказанисен шутне 200 пин таран штраф пани е 2 çул таран сроклăха ирĕксĕрлесе ĕçлеттерни кĕрет.

Судсене çар службине юрăхлă, анчах çар тивĕçне пурнăçлассинчен сăлтавсăр пăрăннă çамрăк çынсем тĕлĕшпе пăхса тухма тăватă уголовлă ĕç ярса панă. Çапла, Улатăр районĕнчи 23 çулхи çамрăк 2018 çулхи апрельте повестка парсан та медицина енĕпе çарпа врач тата призыв комиссийĕ тухмашкăн пыман. 2018 çулхи декабрьте Шупашкарта пурăнакан 20 çулхи çамрăк та повестка панă çĕртен çар службине ирттермелли вырăна ăсатассинчен пăрăнса юлнă. Асăннă хулари 25 çулхи çамрăк вара 2018 çулхи ноябрьте повестка парсан та çар комиссариатне икĕ хутчен пыман. Етĕрнере пурăнакан 24 çулхи çамрăк 2016 çулхи апрельтен пуçласа 2017 çулхи апрель вĕçлениччен повесткăсемпе çар комиссариатне пырассинчен ултă хутчен пăрăннă. Халĕ вĕсене тăваттăшне те судпа айăпланă, 20 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран штраф панă.

Чăн та, юлашки çулсенче çар службине каймалли призывран пăрăнакансен хисепĕ палăрмаллах чакнă. Тĕслĕхрен, 2011 çулта çавнашкал преступленишĕн 38 çынна уголовлă яваплăх тыттарнă пулсан, 2013 çулта ун пекки 25, 2014 çулта 22 пулнă. Кăçал унашкал уголовлă ĕçсен хисепĕ чылай сахалрах. Çакă вăл çар службин ят-сумĕ тата патшалăхăн влаç органĕсем çар службин условийĕсене лайăхлатма йышăнакан мерăсен витĕмĕ те ÿссе пынине кăтартса парать.

Пĕрлех çакна та асăнса хăварни вырăнлă пулĕ: çар службине каяссинчен пăрăннăшăн уголовлă яваплăх тыттарни айăплав вĕçленнĕ хыççăн çар тивĕçĕнчен хăтармасть. Унсăр пуçне, çар службинчен пăрăннăшăн айăпласа панă штрафа тÿлемесен те ăна çирĕпрех наказанипе, çав шутра ирĕкрен хăтарасси таранах, улăштарма пултараççĕ.

Çамрăксенчен нумайăшĕ çар службине кăмăлпа тата ăнăçлă ирттерме, унтан çирĕпленсе килме тăрăшать, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе туллин туйса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика