04 октября 2019 г.
Район администрацийĕнче ĕçленĕ ветерансем те пĕрле пухăнса Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне уявларĕç.
-Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче çуллен аслă ăрури çынсемпе тĕл пулса калаçатпăр. Татса памалли ыйтусем сахал мар. Çынсен активлăхĕнчен те килет вĕсем çине хурав тупасси. Ватăсем влаçран мĕн чухлĕ çирĕпрех ыйтаççĕ, çавăн чухлĕ ытларах пурнăçри çитменлĕхсене пĕтерсе пыма пулать. Çирĕп сывлăх сире, хастарлăх, тĕрĕслĕх патне ăнтăлма сунатăп,-тенĕ пухăннисене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке.
Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ С.Порфирьева, ПФ районти управленийĕн клиент службин ертÿçи Л.Иванова, социаллă страховани фончĕн регионри уйрăмĕн специалист уполномоченнăйĕ Л.Салмина, районти хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Т.Иванова та хутшăннă уява.
«Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ» обществăлла организацин Тав çырăвне Е.Васильевана парса чысланă. Пухăннисем унтан культура ĕçченĕсен пултарулăхĕпе паллашнă.