АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа сăптăрса илнĕ

04 октября 2019 г.

Инкек курнă çынсем укçа куçарнă тата «банк представителĕсене» банк карттин реквизичĕсене панă, укçине криптовалютăна куçарнинчен пысăк тупăш курасшăн пулнă.

Сентябрĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинчи шалти ĕçсен пайне хулара пурăнакан 53 çулхи хĕрарăм пынă. Умĕнхи кун унăн сотовăй телефонĕ çине пĕр арçын шăнкăравланă, хăйне вăл банкăн техника службин ĕçченĕ тесе пĕлтернĕ. Вăл хыпарланă тăрăх, такам хĕрарăмăн счечĕ çинчи укçана куçарса илме хăтланать-мĕн. Çак операцие чарса лартмашкăн хĕрарăмăн хăйĕн укçине вăл кăтартса паракан «хăрушлăхсăр счет» çине хăвăрт кăна куçармалла имĕш. Кайран, карттине çĕнетсен, ăна пĕтĕм укçине каялла тавăрса пама шантарнă. Хĕрарăм банк карттин тепĕр енче кăтарнă телефонпа шăнкăравласа унăн упранакан укçине чăннипех те хăрушлăх кĕтнине тĕрĕслес чухне çывăхри банкомата пынă та ултавçăсене 145 пин тенкĕ куçарса панă.

Çакăн пекки республикăра тепĕр ултă çынпа та пулса тухнă. Вĕсем те «банк представителĕсем» кăтартса панă счетсем çине укçа куçарса панă е хăйсен карттисен реквизичĕсене тата смс урлă пырса кĕнĕ секретлă кодсене каланă.

Çав кунах Канаш хулинчи шалти ĕçсен пайне 43 çулхи хĕрарăм пынă. Вăл икĕ уйăх каялла Интернетра биткоина укçа хывса çăмăл укçа ĕçлесе илме май пурри çинчен пĕлтерÿ курнă. Унта кăтартнă телефонпа шăнкăравласан ăна пуçламăш взнос 500 пин тенкĕ кирлĕ пуласси çинчен ăнлантарса панă. Хула хĕрарăмĕн ун чухлĕ сумма пулманран вăл кредит илнĕ те счет çине куçарнă. Çакăн хыççăн хĕрарăм патне тепĕр шăнкăрав килнĕ, ăна «çавăрттарма» татах укçа кирлине пĕлтернĕ. Çак тĕллевпе вара вăл 520 пин тенкĕлĕх тепĕр кредит илнĕ, вĕсене те ултавçăсене куçарса панă. Шантарнă пысăк услама кĕтсе илеймен пирки хĕрарăм хăйне улталанине ăнланса илнĕ те полицие пулăшу ыйтма пынă...

Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствинче çакна палăртаççĕ: ултавçăсем хăйсенчен шар тÿсекенсене банк операцине кĕске вăхăт хушшинче пурнăçлама хистеççĕ, унсăрăн укçа нумай çухалассипе хăратаççĕ е куçарса панă суммăпа пысăк услам илессе шантараççĕ. Министерствăра ĕçлекенсем кунашкал лару-тăрура çынсене харпăр хăй укçи-тенкипе сывпуллашма васкама кирлĕ маррине асăрхаттараççĕ, банк карттин тÿнтер енче кăтартнă телефонпа шăнкăравласа пĕлме е тăван-хурăнташсемпе, тус-юлташсемпе канашлама сĕнеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика