04 октября 2019 г.
Чăнах та, унăн вăй-хăвачĕ иксĕлми. Вăл этеме савăнтарать-хурлантарать, култарать-макăртать, хавхалантарать-çунатлантарать. Театр тыткăнне пĕр лексен, унран хăтăлма çук. Çакна эпĕ хам тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп. Пĕчĕк чухнех кÿршĕ ачисемпе театрла выляттăмăр. Шкул çулĕсенче хамăр класпа спектакльсем лартаттăмăр. Артист пулас ĕмĕтех Шупашкара илсе çитерчĕ. Вĕренме кĕреймерĕм пулин те пукане театрне ĕçе вырнаçрăм. Çичĕ çула яхăн вылярăм унта «пуканелле». Яла таврăнса шкулта ĕçлеме пуçласан та хăтăлаймарăм театр «тыткăнĕнчен». Клубра çамрăксемпе драма кружокĕ йĕркелесе спектакль хыççăн спектакль лартрăмăр. «Халăх театрĕ» ята тивĕçрĕмĕр. «Туй икерчи» çисе пуçларăмăр та сцена çине тухма, яш-кĕрĕме мăшăрлантарса, ваттисене тивĕçлĕ канăва ăсатса ятăмăр. Юлашкинчен çамрăксем хулана вĕренме, арçынсем Мускава укçа çапма, «Карчăксем» вара «качча тухса кайрĕç...» Çапла театр алăкĕ те хупăнчĕ.
Чун пур пĕрех унталла туртăнать çав. Кăçал театр çулталăкĕ пулнăран-и, тĕп хулана каймалли сăлтавĕсем тупăнсах пынăран, тен, чăваш театрĕсен постановкисене курма çÿрерĕм. «Анисса», «Чуххăм Ванькка авланать», «Ялта пулман пăтăрмах», «Туя туй пек тăвар-и», «Хăвăрт укçа çавăрать пуçа», «Пихампар чунĕ манра» ятлисене кĕрсе курма май килчĕ.
Пьесисем «шĕвĕрех» пулсан та, режиссерсемпе актерсен ĕçĕ кăмăла çĕклерĕç. Уйрăмах хамăр ентешсем Сергей Ивановпа Вера Кузьмина пултарулăхĕпе хавхаланса тухрăм театртан. Çапах та паянхи кун «Нарспи», «Кай, кай Ивана», «Салтак арăмĕ», «Хура çăкăр», «Юнлă туй», «Телейсĕрскер», «Çĕрпе хĕр» шайне çитекен, чуна пырса тивекен спектакльсем сахалтарах пулни пăшăрхантарать. Родионовсемпе Терентьевсем, Ургалкинсемпе Никитинсем, Столяровасемпе Мадеевасем, Кутузовасемпе Трифоновасем те курăнсах каймаççĕ сцена çинче. Çапла çав: мул, пуянлăх астарнă, укçа-тенкĕ нуши пуçа хыçтарнă чух искусствăна аталанма йывăртарах.
«Театр - чун киленĕçĕ, чун çимĕçĕ»,- теççĕ. Питех те шел, хальхи саманара çав «çимĕçе» тутанас, унта кайса киленес текенсем сахаллансах пыраççĕ. Театрсен залĕсем çурма пушă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчи пек, вĕсен умĕнче ялсенчен килнĕ автобуссене те питех кураймăн ĕнтĕ.
Унчченхи çулсенчи пек, шкул ачисене те ушкăнпа театр курма илсе çÿрейместпĕр-çке. Пĕр енчен, çул укçи ытла та хакла ларать, тепĕр енчен, шкул автобусĕсене инçе çула илсе тухма чĕр нуша.
Кĕçех Шупашкарти театрсем алăкĕсене яри уçса куракансене хапăл туса кĕтсе илĕç. Чăваш академи драма театрĕ çĕнĕ сезона «Сурхури сăри» спектакльпе уçма палăртнă. Чăвашсен паллă драматургĕн П.Н.Осиповăн «Ылханлă йăх» пьеси тăрăх Н.Сергеева режиссер лартнăскере кайса курмаллах. Ку пьесăна тахçан шкул ачисемпе хамăр та вылянăччĕ. Чăваш театрĕн çĕнĕ сезонри репертуарĕпе паллашсан тепĕр кăсăклă самант та куçа тирĕнчĕ. Иккен, кăçал унта «Шуйттан чури» спектакль хатĕрлеççĕ. Пьеси ку Ухсай Яккăвĕн, 4 пайлă сăвăллă трагеди. Халĕ ĕненмелле те мар пек, эпир, ураскассисем, ку трагедие 1992 çултах сцена çине кăларнă. Икĕ сехете пыратчĕ спектакль. Сăмахĕсене сăвăласа çырнă. Тăватă тĕрлĕ декораци, авалхи чăваш çи-пуçĕ, юрри-кĕвви, çутăсен вылявĕ. Шуйттан рольне Владимир Никифоров, Яструна Александр Васильев, кинĕсене Венера Семеновăпа Людмила Степанова, Сар Шуйттана Вениамин Васильев питех те ăста кăларчĕç ун чух. Эрнука (амăшне) вылянă Альбина Александрова хăйĕн ролĕн çак сăмахĕсене:
«Ачапчасăр пĕр-пĕччен
Тăрса юлтăм çĕр çинче.
Эсĕ çеç, хапха юпи...
Тăрса юлтăн йывăр чух
Çумна пырса таянма»,- тенĕскерсене паян кун та асран ямасть. Куракансен чун-чĕрисене самаях хускатма пултарнăччĕ ку постановка. Унашкаллисем вара пирĕн театр репертуарĕнче сахалах та мар пулнă: «Мария валли укçа», «Телейсĕрскер», «Ан хуçăл, чунăм», «Ма тухрăн-ши, савни, улаха», «Кая юлнă юрату»... Хырăм хытиччен култараканнисене те чылай лартнă театр: «Юратупа кавăн», «Хĕрĕме калам - кинĕм илт», «Кин мыскари пуçланать», «Ыйхă çухатнисем», «Праски инке хĕр парать», «Шăматкун каçхине»...
Мĕнех калам, аса илмелĕх, мăнаçланмалăх та, тепĕр тесен пур. Маншăн та, артистсемшĕн те. Тавах вĕсене театра юратнăшăн, илемлĕхе туйма пĕлнĕшĕн. Театр çулталăкĕпе саламласа пурне те ырлăхпа сывлăх, телей сунас килет.
Чăннипех, тĕлĕнтермĕшех ĕнтĕ театр! Пĕр-пĕр лайăх спектакль курнă хыççăн унтан чунпа тасалса, кăмăла йÿле ярса, хавхаланса, ырăланса тухатăн. Çавăнпа та, çÿрĕр театра! Вара пирĕн пурнăç та хаваслăрах, интереслĕрех пулĕ.
Театр вăл - чун юратăвĕ. Театр - чун ыратăвĕ. Театр - чун киленĕвĕ.