АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ят-сумлă

04 октября 2019 г.

Çак кунсенче Тенеялĕнче пурăнакан Таисия Кузьминична Нестерова 80 çул тултарчĕ. Ĕненме те йывăр çакна. Ытла та хăвăрт иртсе пыраççĕ-çке çулсем.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çут тĕнчене килнĕскер, пурнăç йÿççине унăн та пĕчĕклех тутанма тивнĕ. Çапах та Йăнтăрчăри çичĕ çул вĕренмелли шкула, унтан Шăхальти вăтам шкулăн тăххăрмĕш класне вĕренсе пĕтернĕ вăл. Çемьери йывăрлăхсене пула малалла шкула çÿреймен хĕр, çамрăклах колхозра вăй хума тытăннă, вунă çул тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Çирĕм пиллĕкре ăна ялти клуб заведующине лартаççĕ. Çав çулсенче ĕçленĕ хушăрах Йăнтăрчăри вăтам шкулта вăтам пĕлÿ илет. Ун хыççăн пĕр вăхăт республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнать. Анчах тăван кĕтесе таврăнать те, каллех ялти культура çурчĕн заведующийĕнче тимлесе ĕçлеме сĕнеççĕ ăна. Турткаланса тăмасть вăл. Çамрăксене клуба явăçтарас, ялти культурăллă-массăллă ĕçе вăйлатас тесе чунне парать. Художествăлла пултарулăх ĕçне лайăх йĕркелесе ярать. Канăçа çухатса, çанă тавăрса ĕçленĕ вăл ку енĕпе. Килтен киле çÿренĕ, пултарулăх ĕçне хутшăнма пултаракан çынсемпе çине-çине тĕл пулса калаçнă, ĕнентернĕ, хавхалантарнă, репетицисене явăçтарнă, концертсем, спектакльсем кăтартнă. Шупашкарта та пĕрре çеç мар пулнă концертсемпе. Таисия Кузьминична Шупашкарта культура ĕçченĕсен икĕ çуллăх курсне вĕренсе пĕтернĕ. Астăватăп, сакăрвуннăмĕш çулсен варринче колхоз автобусĕпех илсе кайнăччĕ Республика кунне уявлама. Таисия Кузьминична ертсе пынипе коллектив районти смотр-конкурссенче çеç мар, республикăра та лайăх енчен палăрнă. Сакăр çул хушши Тенеялĕнчи культура çуртне «Кăтартуллă ĕçĕн клубĕ» ят панă, нумай хутчен дипломсене тата Хисеп грамотисене. Таисия Кузьминична Нестерована «Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă, темиçе хутчен те халăх депутачĕсен ял тата район пухăвĕсене суйланă. Вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă, ялан çынсемпе, халăхпа пĕрле пулнă, вĕсемшĕн чунне панă. Хăйĕн юбилейĕнче те Таисия Кузьминична концертсемпе спектакльсене пĕрле хутшăннă ял çыннисене тарават пулчĕ, сĕтел тулли ĕçме-çимепе кĕтсе илчĕ, çак кун тĕлне ятарласа сăра та вĕретнĕ. Саламлама пынисем те парăмра юлман, парнесем панă, телейлĕ те вăрăм кун-çул суннă. Ял çыннисем тата тăванĕсем ыйтнипе чăваш наци радиовĕ икĕ хутчен те юрăпа саламланă ăна. Тивĕçлĕ çынна - тивĕçлĕ ят-сум.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика