27 сентября 2019 г.
Халăх юратакан, хисеплесе сума сăвакан талантлă артисткăна ултă çул каялла тăван тăрăхра - Енĕш Нăрвашра тата Тăвай ялĕнче чыслани аса килет. Вера Кузьминична Кузьмина 1923 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Çавăнпах ĕнтĕ хăй çуралнă куна, пĕрлех 90 çулхи юбилейне те, вăл ниçта та мар, тăван тăрăхра паллă тума шутланă. Сцена çăлтăрне тата унпа пĕрле килнĕ ĕçтешĕсене ял-йыш çăкăр-тăварпа, кăпăклă чăваш сăрипе, чи ăшă та çепĕç сăмахсемпе кĕтсе илнĕччĕ. Çакăн хыççăн хăнасем Енĕш Нăрваш ялĕнчи историпе мемориал музейĕнчи экспонатсемпе, Вера Кузьминичнана халалланă куравпа питĕ кăсăкланса паллашнăччĕ. Унтан тĕлпулу ялти культура çуртĕнче малалла тăсăлнă. Ял çыннисем юбиляра пĕтĕм чун-чĕререн ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул, пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем сунса ăшшăн саламланăччĕ. Халăх артисткине халалласа вырăнти «Саймал» ушкăн, уйрăм юрăçсем çепĕç юрăсем шăрантарнăччĕ.
Тăвайри культура çуртĕнче пухăннисем те çав тери ăшшăн кĕтсе илнĕ Вера Кузьминана. Фойере чăваш наци музейĕ халăх артисткин юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Театр - манăн пурнăçăм» курав ĕçленĕ. Астăватăп, хисеплĕ юбилярпа хаклă хăнасем тĕрлĕ çулсенчи сăн ÿкерчĕксем умĕнче вăрахчен чарăна-чарăна тăнăччĕ.
Тĕлпулу аншлагпа иртнĕччĕ. Залра халăх лăк тулли. Пурте хăйсем юратакан артисткăна курасшăн, май килсен ăна ăшă сăмах каласшăн çунса хĕмленчĕç.
Пултарулăх каçĕ А.Пăртта пьеси тăрăх лартнă «Укçа чул кастарать» спектакльпе пуçланнăччĕ. Тĕп рольте - эпир пурте юратакан Вера Кузьмина ?Альтук%. Асăннă постановка пире çынлăха, укçа хыççăн хăваласа çын картĕнчен вĕçерĕн-мелле маррине, çыннăн çи-пуçпа кăна мар, чун-чĕрипе те илемлĕ пулмаллине вĕрентет. Пĕр сăмахпа каласан, спектакль куракансене тарăн шухăшлаттарма пултарать.
Спектакль вĕçĕнче юбиляра, ытти артистсене ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса саламларĕç, тав турĕç Тăвай енре пурăнакансем. Ку вара спектакль ăнăçнине те, Верук аппапа ытти артистсене ырă суннине те кăтартса пачĕ. Мĕн чухлĕ ăшă туйăм, çепĕç сăмахсем пулчĕç çав каç районти культура çурчĕн сцени çинче. Кам кăна саламламарĕ пуль пирĕн Вера Кузьминана: район администрацийĕн пуçлăхĕ, вĕрентекенсем, Енĕш Нăрвашран çитнĕ ентешĕсем. Мускавран та саламлă телеграммăсем килнĕ. Театр сцени çинче ĕмĕрне ĕмĕрлекен хастар артисткăна Верук аппана кашни хăйĕн чун ăшшине пама тăрăшрĕ. Çапла чысларĕ Тăвай ен хăйĕн мухтавлă хĕрне, хисеплĕрен те хисеплĕ сцена ăстине.
СССР халăх артистки Вера Кузьмина 95 çул тултарнине халалласа та тăван Енĕш Нăрваш ялĕнче чуна пырса тивмелле театр каçĕ йĕркелесе ирттернĕ. «Ентешĕмĕрпе хавхаланса, çунат хушса» ят панă театр каçне. Вера Кузьминична хăй те, ывăлĕпе Атнер Петровичпа тата унăн мăшăрĕпе, ĕçтешĕсемпе пĕрле, Енĕш Нăрваша килнĕ. Ялти историпе мемориал музейĕнче вĕсене яланхи пекех çăкăр-тăварпа, алтăр сăрапа чăн чăвашла кĕтсе илнĕ, «Тĕпел» фольклор ушкăнĕ чăвашла юрăсем шăрантарнă, музей заведующийĕ сцена ăстин пултарулăхĕпе, ун çинчен калакан стендсемпе паллаштарнă, ял ертÿлĕхĕ, ветерансем Вера Кузьминичнана чаплă юбилейĕпе ăшшăн саламланă.
Çав кунах каçпа Тăвайри культура çуртĕнче те чысланă хисеплĕ юбиляра, ăшшăн-ăшшăн саламланă, чечек çыххисем панă. «Хаклă Вера Кузьминична, паянхи пек харсăрлăхпа 100 çултан та иртмелле пултăр Сирĕн» - тесе ырă суннăччĕ унпа пĕртăванĕн хĕрĕ Екатерина Кузнецова. Юратнă амăшне Атнер Петровичпа унăн мăшăрĕ те вăрăм кун-çул сунса саламланăччĕ залри халăх умĕнче. Сумлă артисткăна савăнтарса чаплă концерт лартса панăччĕ пултарулăх ушкăнĕсем.
Кăçалхи чÿк уйăхĕнче вара Вера Кузьминична тăхăр вун улттă тултарать. Ăна пурте пĕлеççĕ: хресченсем, шкул ачисем, республика ертÿлĕхĕ, студентсем, писательсем, рабочисем, художниксем, йĕрке хуралçисем, врачсем, учительсем, композиторсем. Ăна ыттисемпе пăтраштараймăн. Актрисăн сасси хăйне майлă хÿхĕм, пултарулăхĕ, выляс ăсталăхĕ пысăк.
Ялти шкулта вĕреннĕ çулсенчех юрра-ташша ăста пулнă, пултарулăх ĕçне хастар хутшăннă Вера Кузьминична.
«Юлашки вăхăтра эпĕ тăван яла ытларах та ытларах аса илме пуçларăм. Çапла, час-часах пулатăп эпĕ унта. Ентешсемпе тĕл пулни кашнинчех хăйне майлă хумхантарать. Кунта манăн атте-анне, пичче пурăннă. Кунта эпĕ çуралнă, çитĕннĕ. Кашни çурта, йывăçа, юхан шыв çаврăмне пĕлетĕп. Пирĕн шкул... Çĕр çултан та иртнĕ вăл, унчченхи пекех (тĕрĕссипе, çĕнĕ çуртра) унта чăваш ачисем, хăйсем умĕнчи тĕнчене уçса, вĕренеççĕ. Театр та маншăн çакăнтах, çак çĕр çинчех, уçăлчĕ. 1940 çулхи хĕлле. Шăпах çакăн чухне эпĕ Мускаври ГИТИСăн чăваш студине вĕренме кĕмешкĕн хăтланса пăхас терĕм. Мĕнле хăюлăх çитернĕ-ши çапла тума? Юрланă, ташланă ĕнтĕ, пултарулăх коллек-тивĕнче вылянă. Манăн тантăшсем пурте çапла тунă. Çапах эпĕ ăшăмра «актриса пулатăпах!» терĕм, çав йышăну яланах манпа пĕрле пулнă. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Тăшман Мускав патнех ăнтăлчĕ. Эпир вĕрентĕмĕр, çав вăхăтрах хулана сыхласа хăварма пулăшрăмăр, танксене иртме паман хатĕрсем вырнаçтартăмăр, шăтăксем чаврăмăр, вăрман касрăмăр, канавсене тÿрлетрĕмĕр. Икĕ медаль - «Мускава хÿтĕленĕшĕн» тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» - маншăн чи хаклă наградăсем», - аса илнĕ вăл каярах.
«Халиччен ялтан тухсах курман чăваш хĕрĕсемпе каччисене асаплă вăрçă çулĕсенче Мускавра вĕренме çăмăл пулман ĕнтĕ, пурнăç йÿççине пайтах тутанма тивнĕ. «Йывăр кунсене чăтса ирттертĕмĕр. Пурăнма йывăр. Çиес килет», - çапла çырнă вăл кун кĕнекинче 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче.
«...1943 çулта кăна ГИТИСра çĕнĕрен вĕренме пуçларăмăр. Мĕнле телей - пирĕн вĕрентекен Михаил Михайлович Тарханов, МХАТăн тĕлĕнмелле актерĕ! Вăл пире, чăваш студине, Александр Грибоедовăн кăткăс пьесине - «Ăса пула инкек» ĕçе - шанса пама хăраман. Эпир унăн юлашки вĕренекенĕсем пулнă, вăл пире хăйĕн йывăр та вăрăм кун-çулĕн пуян опытне пĕтĕмпех парса хăварчĕ,..» - тесе çырнă В.Кузьмина.
«СССР халăх артистне Михаил Тарханова ырă чунлă пулнăшăн пурте хакланă, хисепленĕ. «Эпир ун чухне мĕн тери тăрăшса ĕçлеттĕмĕр, унпа пĕрле кашни персонажăн деталĕсене, сцена çинчи куçа курăнман япаласене сÿтсе яваттăмăр, вăл каланă кашни сăмахăн тĕшшине туйма тăрăшаттăмăр. Грибоедов пьесине тăван чĕлхене чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай куçарни те пулăшрĕ пире. Ылтăн вăхăт пулнă ку!»
Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ, ГИТИСăн проректорне çитнĕ Дмитрий Данилович Данилов та В.Кузьминапа ытти студентсемшĕн ашшĕ вырăннех пулнă. Вăл вĕсене чăвашла таса, илемлĕ калаçма, чĕлхене юратма вĕрентнĕ.
Студирен 1947 çулта вĕренсе тухнă çамрăксем. Вĕсем лартнă «Ĕлĕкрен туслисем» тата «Ăса пула инкек» диплом ĕçĕсене комисси лайăх хак панă. Вера Кузьмина «Ĕлĕкрен туслисем» постановкăра тĕп роль - Тоня, вылянă. Унтанпа вăл çитмĕл çул ытла ĕнтĕ Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче. Çак хушăра çĕр-çĕр сăнар калăпланă. Çĕр-çĕр пурнăçпа шăпа... Вĕсене вулакан йышăнтăр, санпа пĕрле шухăшлатăр, пăшăрхантăр, сивлетĕр е савăнтăр, кулянтăр, макăртăр, пĕтĕмлетÿ тутăр тесен, вĕсене кураканăн чĕрине çитерме артистăн хăйĕн те кашнин пурнăçне пурăнса ирттермелле, пурнăç çине геройăн куçĕсемпе пăхмалла, унăн чĕрипе тÿсмелле, çунмалла, асапланмалла.
Вера Кузьминан пултарулăхĕ халăха, саманана туйса-ăнланса аталаннă. Унăн таланчĕ, пултарулăхĕ пур енĕпе те халăхран. Çакна Н.Терентьевăн «Мĕн вăл телей?» пьесинчи туйăмлă Надя, ирĕклĕхе юратакан Нарспи, П.Осиповăн «Айтарĕнчи» Сентиер амăшĕ, Н.Айзманăн «Кай, кай Иванĕнчи» Кĕтерук, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрĕн-чи» Сайте, Н.Терентьевăн «Çĕрпе хĕрĕнчи» Эпи карчăк, «Çылăхĕнчи» Пăлаки, «Пушар лашинчи» Клавье сăнарĕсенченех лайăх туйса илетĕн. Чăн та, артисткăн репертуарĕ çакăнпа чикĕленмест, вăл тĕрлĕ тапхăрти, тĕрлĕ лару-тăрури тата ютри хĕрарăмсене те сăнлать. Вĕсенче вăл хăй çеç туякан-куракан енсене асăрхать, пире çывăх сăнарсем калăплать. Сăмахран, А.Фадеевăн «Çамрăк гварди» романĕнчи Ульяна Громова, Н.Анкиловăн «Салтак арăмĕнчи» Праски, Ф.Шиллерăн «Хаярлăхпа юратăвĕнчи» Мильфорд леди», М.Каримовăн «Айгуль çĕршывĕнчи» Минлекай, Л.Толстойăн «Çын куççулĕ çĕре ÿкмест» спектаклĕнчи Анисья, В.Распутинăн «Чуна кивçен илеймĕн» ĕçĕнчи Комариха тата ыттисем. Çав енсемпе пĕлсе те виçеллĕ усă курнăран, вĕсем халăх туйăмĕпе тата пысăк ăсталăхпа никĕсленсе тăнăран рольсем ĕненÿллĕ те хăйнеевĕрлĕ, халăха çывăх пулса тухнă. Вăл рольсен тĕшшине халăхра, çынсемпе куçа-куçăн курнăçса, ун çинчен пĕрмай шухăшласа, асра тытса шырать тата тупать. «Театрăн саманан, вăхăтăн таппипе драмине чуна тĕппипе илмелле, уçăмлă та тарăннăн уçса памалла»,-тет вăл. Актриса яруççăн та асра юлакан сăнарсен галерейине тума пултарнă. Вĕсен шутĕнче - А.Островскин «Телейлĕ кун» пьесинчи Настя, Л.Толстойăн «Тĕттĕмлĕх тыткăнĕнчи» Анисья, Н.Айзманăн «Кай, кай Иванĕнчи» Кĕтерук, Н.Терентьевăн «Мĕн-ши вăл телей/» пьесинчи Надя, Гарсия Лоркăн «Юнлă туйĕнчи» амăшĕ, Н.Терентьевăн «Çĕпĕр дивизийĕнчи» Хветура, Н.Сидоровăн «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕнчи» чăваш хĕрарăмĕ тата ытти те, тата ытти те. Кашни сăнара пур енлĕн тĕпчесе-тишкерсе, унпа çине тăрса ĕçлесе, тарăннăн шухăшласа-тĕвĕлесе пурнăçа кĕртет актриса. Ыттисене те роле кĕме пулăшать, хăй те пурнăçран, халăхран пĕрмай вĕренсе пырать. Вера Кузьминична хăйĕн пĕтĕм пурнăçне сценăна панă. Вăл халăх шанакан, юратакан пысăк талантлă артистка пулса тăнă. Унăн мăшăрĕ Петĕр Хусанкай мĕнле çутă çăлтăр пулнă, Вера Кузьминична та пирĕншĕн, куракансемшĕн, пĕрлех сцена çинчи ĕçтешĕ-семшĕн те çавăн пек çăлтăр. Çăлтăрсем вара йĕр хăвармасăр сÿнмеççĕ. Вера Кузьминична пултарулăхĕ ĕмĕр тăршшĕпе вăйлă çăлкуç пек тапса тăрать, ыттисене пурăнма, кĕрешме хал парать. Сăмах майăн асăнсан, Вера Кузьминична юлашки çулсенче Петĕр Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн, ытти хăш-пĕр поэтсен сăввисенчен хатĕрленĕ композицисемпе те савăнтарчĕ. Хăйĕн мăшăрĕн Петĕр Хусанкайăн «Тилли юррисене» халăх патне анлăн çитерсе те питех те пысăк ĕç турĕ. «Пурнăç çулĕпе Петĕр Хусанкайпа пĕрле утма тивнĕшĕн хама телейлĕ шутлатăп. Унăн поэзийĕ, вăл хăй те маншăн хавхалану, çăлкуçсенчен пĕри пулнă», - палăртать Вера Кузьминична.
Пурнăçпа искусство пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Искусство пĕтĕмпех хăйне тимлĕх уйăрма хистет. Театр сцени çинче çĕр-çĕр сăнара чун панă, сцена çине пайтах тухнă пулин те, пĕрех пăлханмасăр май килмест. «Спектакле утатăп, театра çитес умĕн кашнинчех хумханатăп. Çав спектакльте темиçе хут вылянă пулин те. Паллах, унти кашни саманта, сăмахĕсене пĕтĕмпех пĕлетĕп. Ăçта тата хăçан тăмалла, мĕнле çаврăнмалла, мĕнле хускану тумалла. Пĕтĕмпех лайăх астăватăп. Çавах чунра лăпкă мар. Хальхинче те манăн партнерсем лайăх выляччăр», - тетĕп.
«Сцена çине тухатăн та пин-пин куç сана тимлет. Пĕрремĕш хут тухнă чухнехи пек хумханатăн... Кашнинчех тăван театра килнисене темĕн пĕлтерĕшлине калас килет. Куракан хăй мĕн кĕтнине илтĕр. Паян манăн пĕчĕк роль кăна, анчах унта тем çĕннине асăрхарăм, çавна куракан патне çитерме тăрăшăп», - пытармасть хăй шухăшне Вера Кузьминична. Вăл хăйне Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлеме пÿрнипе телейлĕ пулнине, театр уншăн тăван кил пек пулнине пĕлтерет, пĕрле ĕçленĕ тата халĕ те ĕçлекен çывăх çынсемшĕн савăнать. Пулăшма та хатĕр яланах. «Театр маншăн - пĕтĕм пурнăç»,-тет. Вăл Федерико Гарсия Лоркăн «Юнлă туй» спектаклĕ хăйшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл курайманлăх çынсен хутшăнăвĕсен саккунĕ пулмалла маррине асăрхаттарнăн туйăнать. Вера Кузьминичнана вăйлисем, çирĕпписем, хăйсен пурнăçри тĕллевĕсемшĕн çынсемпе кăна мар, шăпапа та кĕрешме пултаракансем килĕшнине пытармасть.
Актрисăн пултарулăхне çĕршыври питĕ сумлă та хисеплĕ ятпа хакланă: Вера Кузьминична Кузьмина - СССР халăх артистки. Çак ята вăл 1980 çулта тивĕçнĕ. Маларах ăна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артистки (1958 ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ артистки (1968 ç.), РСФСР халăх артистки (1975 ç.) хисеплĕ ятсене панă пулнă. Вăл - Чăваш Республикин наукăпа искусство наци академийĕн хисеплĕ академикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ (2003 ç.). Унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине (1973 ç.) кĕртнĕ. Ăна Константин Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине панă. «Халăхсен туслăхĕ» орденпа (1983 ç.), Тăван çĕршывăн театр искусствине аталантарас енĕпе пысăк вăй хунăшăн IV степеньлĕ «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа (1999 ç.), пурнăçри çитĕнÿсемшĕн, гуманитари тĕлĕшĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, законсем кăларас тата обществăлла ĕçсенчи хастарлăхшăн «Хисеп» орденĕпе (2014 ç.) наградăланă. Пĕлетпĕр, пĕлтĕр пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче, театр искусствинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн Вера Кузьминана Мускавра, Пысăк театрта, «Ылтăн Маска» Раççейри театр наци премине пачĕç. Çакă вăл çĕршыв шайĕнчи пысăк чыс. Ăна вăл хăйĕн пултарулăх ĕçĕпе, театра пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе чунтан парăннипе тивĕçнĕ.