20 сентября 2019 г.
Чăваш Республикинче кăçал «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне епле пурнăçа кĕртни çинчен сăмах хускатнă малтан. Проектсемпе килĕшÿллĕн ФАП-сем тăваççĕ, медицина учрежденийĕсене çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтереççĕ, асăннă отрасле лайăх специалистсене явăçтараççĕ.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2024 çул валли республикăри çын ĕмĕрĕ вăтамран 78 çула çитмелле, 2030 çулта - 80 çула. Юлашки пилĕк çулта ку кăтарту 2,3 çул вăрăмланнă.
Медицина пулăшăвне аталантарма, регионри проектсене пурнăçа кĕртме 2019 çулта 2,2 млрд тенкĕ уйăраççĕ, ултă çулта ку сумма 11 млрд тенке яхăн пулать.
2022 çул тĕлне Чăваш Енре 32 ФАП ĕçлеме пуçламалла.
Тăвай районĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси ăнăçлă пурнăçланать. Çĕнĕрен тунă 8 ФАП çынсен ыйтăвĕсене туллинрех татса пама пулăшать. Киччĕпе Ураскассинче авăн уйăхĕнче ĕçлеме пуçлаççĕ паянхи кунпа килĕшÿллĕ сывлăх çурчĕсем. Районта малтанхи пулăшăва 6 врач амбулаторийĕнче, 18 фельдшерпа акушер пунктĕнче параççĕ.
Çулталăк вĕçленнĕ тĕле, проекта пур-нăçласа, республикăри медицина учрежденийĕсене 5390 врачпа 12592 медицина сестрине (31.08.2019 çул тĕлне - 5304 врач тата 12249 медицина сестри) явăçтармалла.
Ăпăр-тапăр пуçтарассине Чăваш Енре пурĕ 13405 площадкăра йĕркеленĕ, 5094-шĕнче (38 процент) вара тирпей-илем кÿмелле. Хытă каяшсем пухмалли 3452 лапама юсама 105,2 миллион тенкĕ уйăрнă.
7698 контейнер туянма республика бюджетĕнчен 86,99 миллион тенкĕ тăкакланă.
Регионри оператор хăйĕн укçи-тенкипе çулталăк вĕçлениччен 4544 контейнер вырнаçтарма тĕллев тытнă, 1685-шне лартнă.
Тăвай ене паянхи куна хытă каяшсем пухмалли 624 контейнер илсе килнĕ, 10 ял тăрăхне валеçсе панă вĕсене. Енĕш Нăрваш, Тăрмăш ял тăрăхĕсенче ку енĕпе аван ĕçлеççĕ. Тăрмăшсене 44 контейнер панă, вĕсене вырнаçтарнă. Тăвай ял тăрăхĕнче те вăй хураççĕ хытă каяшсене пухассипе йĕрке тăвассишĕн. Пилĕк ялта пурĕ 75 площадка пулмалла. Вырăнсен никĕсĕсене якатса хăйăр сарассине вĕçленĕ, хальхи вăхăтра бетонран тунă плитасене вырнаçтараççĕ.
Районта вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Тырă уйĕсем пушаннă. Пÿлмесене 22500 тонна тырă кĕнĕ. Тухăç кашни гектартан 22,5 центнерпа танлашать.
Тĕш тырă культурисен чи пысăк лаптăкĕ «Акконд-агро фирма» обществăн. 1155 гектар çинче тырă çитĕнтернĕ вĕсем, вăтамран кашни гектартан 34,1-шар центнер тухăç илнĕ.
Çĕрулмине Михайлов, Восторгин, Канясев хуçалăхĕсенче вырăн панă. «Иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртессипе тăрăшаççĕ халĕ çĕр ĕçченĕсем. Пахча çимĕçсенчен вара купăста черет кĕтет.
Хутмалли сезона хатĕрленес ыйтăва татса парассишĕн те ĕçлеççĕ Тăвай енре. Паянхи куна ку енĕпе пикенсех йĕрке тăваççĕ, тесен те йăнăш мар.
Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалли темăна та сÿтсе явнă районти Пĕрлехи информаци кунĕнче.
Çакăн хыççăн ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Марина Загребаевапа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Тăвайри тĕп больницăра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, ыйтусем çине хуравланă. Надзорпа профилактика ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Дмитрий Кузьмин та хутшăннă асăннă темăсене сÿтсе явма.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин, «Чăвашçăкăрпродукт» УАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ, «Шупашкарти элеватор» филиал директорĕ Александр Дмитриев, Тăвайри пушар хуçалăхĕн начальникĕн заместителĕ Владимир Ананьев Чутейри вăтам шкулта ĕçлекенсем патĕнче пулнă.
Мучарти вăтам шкул коллективĕпе вĕренÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносовпа Мускаври çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн директорĕ Наталья Евсюкова калаçу йĕркеленĕ, ыйтусем çине хуравланă.
Кайран район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче граждансене йышăннă, вĕсен ыйтăвĕсене контроле илнĕ.