20 сентября 2019 г.
Республика Пуçлăхĕн вырăнти пуçарăва тĕпе хурса общество инфратытăмне лайăхлатмалли проектсене пурнăçласси çинчен калакан указĕпе килĕшÿллĕн, Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче социаллă ыйтусене татса парассипе ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене асăнса лартнă виçĕ палăк вырнаçнă. Кăçал виççĕшне те юсама палăртнă.
Паянхи кун тĕлне Йăнтăрчăри палăкăн никĕсне янă, умне брусчаткăран тротуар сарнă. Çывăх вăхăтра ытти ĕçсене те вĕçлесшĕн. Улянкăра та палăка юсассипе ĕçлеççĕ.
Çавăн пекех йăлари хытă каяш пухмалли контейнерсем лартма 27 лапам вырăнĕсене палăртнă. Контейнерсене кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ. Çÿп-çап валли ятарлă площадкăсем тума республика бюджетĕнчен 462 пин тенкĕ, район тата ял тăрăхĕн хыснинчен 115 пин тенкĕ ытла каять. Вырăнти пуçару меслечĕн проекчĕпе усă курса Тенеялĕнчи ĕçмелли шывпа тивĕçтеремелли башньăна улăштарнă.