20 сентября 2019 г.
Кăçалхи çулла Кемĕр облаçĕн Прокопьевски районĕ 95 çул тултарнă ятпа халăхсем хушшинчи «Туссемпе пĕрле» наци культурисен фестивалĕ иртрĕ. Çак фестивале Тăвай районĕнчи культура ĕçченĕсен «Тивлет» ушкăнĕ (А.Алексеева - ертÿçи, Н.Иванова, В.Тимофеев, Г.Русская, З.Васильева, В.Ефимов, Е.Матросова, В.Николаева, С.Семенова) тĕрлĕ номинацисене хутшăнса малти вырăнсене йышăнчĕ, лауреат ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Ушкăнри артистсем хăйсен нумай енлĕ пултарулăхĕпе палăрчĕç: чăваш наци çи-пуçне А.Алексеевапа Н.Иванова кăтартрĕç. Арина Юрьевна чăваш хĕрарăмĕн тумĕпе тухрĕ сцена çине, хушпу, сурпан, ум çакки, сарă мĕне пĕлтернине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Чăваш хĕрĕн çи-пуçне вара Надежда Анатольевна кăтартса пачĕ. Курма килнисем тухья-хушпуна тытса пăхса тĕлĕнчĕç. Çавăн пекех халăх йăли-йĕркипе çыхăннă юрă-ташăсемпе паллаштартăмăр, кĕвĕсене тĕрлĕ инструментсем çинче выляса кăтартрăмăр.
«Ăста алăсем» конкурсра Венера Николаева лауреат ятне тивĕçрĕ, малти вырăна тухрĕ. Республикăри пысăк уявсенче тĕлĕнтернĕ маçтăрлăхĕпе. Вăл чăваш хĕрĕн, хĕрарăмĕн çи-пуçĕсене (хушпу, тухьясем, тĕрлĕрен илемлĕ масмаксем, мăй çыххисем) çыхса, çĕлесе пынă, чылайăшне Çĕпĕрти тăванĕсене парнелесе хăварчĕ. Венера Алексеевна та, эпĕ те аякри тăвансене татах та тупрăмăр кунта, çав тери савăнтăмăр. Хамăр та, паллах, Чăваш Енрен парнесем илсе кайрăмăр. Мĕн тери ырă та паха-çке вăл чылай çул хушши курман тăвансемпе тĕл пулма.
Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç Тăвайри «Тивлет» ушкăн артисчĕсем: концертсенче кăна мар, Михайловка ялĕн урамĕсемпе утнă чухне те. Эпир юрласа килнине курсанах кунти чăвашсем кил умне тухаççĕ, хăнана чĕнеççĕ, хăйсем те пĕрле чăваш халăх юррисене юрлаççĕ. Ватăраххисем йĕреççĕ, хăйсем çуралса ÿснĕ тăрăхри тăва- нĕсене салам каласа яраççĕ. Пĕрре те чăваша килсе курманнисем те пур. Мĕнех тăвăн, çулĕ ытла та аякра çав, икĕ талăк ытла каймалла, килмелле. Пире пур çĕрте те ăшшăн кĕтсе илчĕç, тараватлăн хăналарĕç. Пилĕк кун хушшинче вунă ытла концерт лартрăмăр Прокопьевски районĕнчи чăваш ялĕсенче. Зоя Васильева, Галина Русская, Вячеслав Ефимов, Владислав Тимофеев спектакльсенчи сыпăксене кăтартса куракансене култарчĕç те, куçĕсене те шывлантарчĕç. Пĕр куна Театр çулталăкне халалларăмăр. Интермеди, спектакльти сыпăксене выляса кăтартрăмăр. Софья Семенова та пĕрле пычĕ аякри тăванĕсене курма. Вăл - Лачкасси ялĕнчен, пире пулăшса пычĕ.
Михайловка ялĕнчи Александрпа Вера Спиридоновсем пирĕн ушкăна хăйсем патне пурăнма чĕнчĕç. Çав тери ĕçчен те тараватлă чăвашсем. Вера Михайловна «Хĕлхем» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи, купăспа та хăй выляса хавхалантарса пырать. Ытларах чухне чăваш халăх юррисене шăрантараççĕ вĕсем, ырă кăмăллă та тарават «хĕлхемçĕсем». Ăсатнă чухне те пире кашнинех асăнмалăх парнесем парса ячĕç.
Михайловка ялĕнче манăн тăвансем пурăнаççĕ, аннен аппăшĕ Ольга Емельяновна çемйипе. Улькка аппа Енĕш Нăрвашри 7 ачаллă арçынна качча тухнă. «Князь Юкри» тенĕ йыснана хăйсен ялĕнче. Егор Алексеевăн арăмĕ çиччĕмĕш ачине çуратнă хыççăн вĕриленсе вилет, çичĕ ачи тăлăха юлать. «Питĕ качча каяс килместчĕ, анчах та ачисене хĕрхенсех килĕшрĕм», -тетчĕ Улькка аппа. Хăйĕн икĕ ача, Коля ывăлĕпе Лена хĕрне çуратать. Вĕсем Çĕпĕре 1972 çулта кил-çуртне сутсах 8 ачипе тухса кайнă.
Егор йысна Михайловкăна аслă хĕрĕ Валя патне пулăшма кайнă. Валя шкултан вĕренсе тухсан унта ĕçлеме кайнă, çавăнтах çемьеленнĕ. Çĕпĕрте йыснана питĕ килĕшнĕ, тет. Унтан килсен çемйине Михайловка ялне илсе кайнă, Улькка аппан каяс килмен. «Паянхи кунччен те чун йышăнмарĕ Çĕпĕр çĕрне»,-терĕ вăл пире, эпир вĕсем патне пырсан. Ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă.
«Питĕ йывăр пулчĕ хăнăхма, икшер ĕçре тапашланма тиврĕ»,-калаçăвне малалла тăсрĕ Улькка аппа. Мĕншĕн тесен Егор йысна Çĕпĕре куçса кайсан тепĕр çултанах сарăмсăр вилет. Пĕтĕм йывăрлăхĕ Улькка аппа çине тиенет. Ют çĕрте, тăвансем çук, ачисем те вакă, çитермелле, тумлантармалла, вĕрентмелле. Пирĕн аппа нихăçан та эрех-сăрапа туслă пулман, çавăнпа та чăтнă, тÿснĕ Çĕпĕр сиввине. Ачисем те итленĕ, пулăшнă пăрчăкан пек ĕçчен те чыслă амăшне. Паянхи кунчченех хисеплеççĕ, пирĕн юратнă аннеçĕм, теççĕ. Кăçал 93 çул тултарчĕ аякра пурăнакан тăванăм.
Чылай тăван патĕнче пулса куртăмăр. Лайăх пурăнаççĕ пирĕн ентешсем. Тăван чĕлхепе пирĕнтен те таса калаçаççĕ, чăвашлăха упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Михайловка ялĕнче чăвашлăх паркĕ те пур, унта - чăваш гербĕ, ялавĕ, гимнĕ. Чăваш поэчĕсемпе писателĕсен сăввисен йĕркисемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшĕсемпе паллашма пулать кунта. Чăвашсен историне те çырса кăтартнă. Шкулĕ пысăк та хăтлă, икĕ хутлă. «Ырă сунса кĕтсе илетпĕр»! тесе çырнă, ачасем чăвашла калаçаççĕ.
Ял урамĕсене пурне те асфальтланă, йĕри-тавра хитре хÿмесем тытса çавăрнă, типтерлĕ, курăксене çулса, çÿп-çапне тирпейлесе тăраççĕ. Ялта Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿ пур, унта кĕрсе çуртасем çутрăмăр. Чăнахах та тĕлĕнтĕм те, савăнтăм пурнăçри ырă улшăнусемшĕн. Мĕншĕн тесен Михайловка ялне 1987 çулта хăнана кайнăччĕ. Ун чухне ял урамĕсем пылчăклăччĕ, тасах марччĕ, пÿр- чĕсене те хура тольпа витнĕ-ччĕ. Халĕ кил-çуртсене сайдингсемпе хитрелетнĕ, аякранах илемлĕн курăнса лараççĕ.
Эпир те «Хĕлхем» ушкăна Республика кунĕ умĕн, çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, чăваш çĕрĕ çинче кĕтсе илтĕмĕр, пĕрле савăнтăмăр, хăналарăмăр. Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç аякри йăхташсем. Концерт пурне те килĕшрĕ. «Хитре юрлаççĕ хĕлхемçĕсем»,-теççĕ курма килнисем. Республика кунĕнче Хĕрлĕ лапамри сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чăнахах та маттурсем Çĕпĕр чăвашĕсем, ман вĕсемпе мухтанас килет. Ăсатса янă чухне куççульленмесĕр чăтаймарăмăр, татах та татах тĕл пулма шантарсах каларăмăр пĕр-пĕрне.