20 сентября 2019 г.
Чăваш Енре çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн пĕр документпа тÿлемелли йĕркене ĕçе кĕртмелли проекта пуçарнă.
«Экоцентр» регион операторĕ тата Перекет банкĕ тÿлевсене йышăнмалли проекта «Пĕрлехи тÿлев докуменчĕ» тытăмпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Унăн тĕллевĕ халăха çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн ресурспа тивĕçтерекен организацисене тата управляющи компанисене (çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсене) тÿррĕн тÿлеме майсем туса парасси, ултавçăсенчен сыхланасси пулса тăрать.
Пĕр квитанципе штрих-код (QR-код) пулăшнипе хваттершĕн те, капиталлă юсавшăн та, çÿп-çапшăн та тÿлеме пулать. Перекет банкĕн терминалĕсенче «Чăваш енри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн пĕрлехи квитанцийĕ» пункта тупмалла. Экран çине кашни пулăшу ĕçĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемелли тухать. Гражданин çав тÿлевсене улшăнусем кĕртме те пултарать. Ку меслет питĕ меллĕ, мĕншĕн тесен пĕр суммăпа мĕнпур парăма татма май пур. Çак ĕç-хĕле пурнăçлама Перект банкĕн ĕçченĕсем те пулăшаççĕ. Çавăн пекех авто тÿлеве ĕçе кĕртме юрать.
Проекта пурнăçламалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем пурте хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен «Экоцентр» информаци интеграторĕпе килĕшÿ тумалла, кашни уйăхра ăна лицевой счетри тÿлевсем пирки пĕлтерсе тăмалла. Çакăн хыççăн интегратор пĕрлехи QR-кодлă квитанци хатĕрлет. Банк тÿлев килнĕ хыççăн тепĕр кунне укçана ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене куçарса парать.
Технологи «Безналичная Чувашия» республика проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн тÿлемелли йĕркене ансатлатма пулăшать. Çавăн пекех проект ЖКХ организацийĕсен квитанцисене пичетленипе, халăх патне илсе çитернипе, презентаци ĕç-хĕлне пурнăçланипе пулакан тăкакĕсене чакарма, ытти финанс операцийĕсен комиссийĕсене пĕчĕклетме май парать.