АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сăмах тĕшшине шĕкĕлчекен ăста»

20 сентября 2019 г.

«Сăмах тĕшшине шĕкĕлчекен ăста»

Çапла хакланă чăвашсен паллă çыравçин, пирĕн ентешĕмĕрĕн Илле Тăхтин пултарулăхне Виталий Станьял литература тĕпчевçи.

Кăçал вăл çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Тăвай районне кĕрекен Нÿшкасси ялĕнче 1889 çулхи авăн уйăхĕнчи 4(16)-мĕшĕнче çуралнăскер, тăван чĕлхе илемне пĕчĕкренех туйса ÿснĕ, вĕренсе пысăк пĕлÿ илме ăнтăлнă. Нÿшкассинче вĕренме пуçласа Илле Элпу-çĕнче, Сĕве (Свияжск) хулинче ăс пухать. Хусанта учителе вĕренсе тухать, халăх сăмахлăхне пуçтарса çÿрет. 1908 çулта Берлинти музее чăваш тумĕсене ярса парать.

Элĕк районĕнчи Тавăтра ачасене вĕрентнĕ чухне арифметика кĕнекине чăвашла куçарса кăларать.

Нумай çĕрте пулса курать И.Тăхти. Ăна икĕ хутчен çара илеççĕ. Пĕр хушă Удмурт çĕрĕнче ачасене вĕрентсе пурăнать. Кирек ăçта çитсен те чăвашлăх ĕçне туса пырать. Чăваш ушкăнĕсем йĕркелет, спектакльсем лартать, хăй те вылять, хаçатсемпе çыхăну тытать. Пултарулăхне кура ăна Мускава ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Кунта вăл Литература институтне вĕренме кĕрет, каярах ăна университета куçараççĕ. Вĕренсе килнĕ хыççăн сăвăç Шупашкарта Чăваш тĕп педтехникумĕнче ĕçлет. 1938 çулта ÿпке чирĕпе аптăранăскер, Шупашкарти сыватмăшра вилсе каять. Ăна тĕп хулари Б.Хмельницкий урамĕнчи масарта пытарнă.

Илле Тăхти çырнисен тулли кăларăмĕсем 1979, 2000, 2009 çулсенче Шупашкарта пичетленсе тухнă. Вĕсемпе тимлĕ паллашсан Илья Ефимович хăйне евĕр çыравçă, шухăшлавçă, сăнавçă пулнине сисетĕн. Вăл сăмахсемпе калаçури майлă усă курать, вĕрентсе те калать, юптарса та илет, хăйĕнчен тăрăхланă пек тăвать те вулакана хăйне «тăна кĕртет». Сăввисемпе поэмисенчен чи палли - «Колчак» поэма. Вăл граждан вăрçи вăхăтне, халăхăн ун чухнехи кăмăлне вирлĕ те сăнарлă кăтартать. Çырса пĕтереймен «Элихун» поэма та кăсăк. Унта Эл кÿлли, Çĕнĕ тата Кивĕ Элпуç, Кипеç, Пуянкасси, Мăштавăш çинчен çырнисем те пур. Калавĕсенчен «Ярмуш», «Ыт-тĕкел», «Шерхулла», «Витаминсем», «Помидор», «Матюк аппа» ятлисем вулама çăмăл, сăнарлă.

И.Тăхти - чăваш литературин чăн-чăн классикĕ. Унăн «Помидор» ятлă калавĕ вара çыравçăн чи паха та вулакана антăхтарма пултаракан ви- лĕмсĕр хайлавĕ. Ун йышшисемпе тăван сăмахлăхăмăрăн тÿпине виçеççĕ!»-çапла çырнă филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Г.Родионов профессор «Илле Тăхти. Суйласа илнисем» (2009) кĕнекере. Унта çÿлерех асăннă хайлавсемпе кăна мар, талантлă писателĕн ытти нумай-нумай сăввисемпе, поэмисемпе, калавĕсемпе, статйисемпе паллашма май пур.

Çак кунсенче Элпуçĕнчи вăтам шкул музейĕнче Тăхти вулавĕсем иртеççĕ. Ачасем çыравçăн кун-çулĕпе паллаштаракан ятарлă стендпа паллашаççĕ, сăвви-калавĕсене вулаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика