АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасалăх хамăртан килет

13 сентября 2019 г.

Тавралăха, хамăр пурăнакан вырăна яланах таса та типтерлĕ тытмаллине пурте пĕлетпĕр. Килти ăпăр-тапăра пуçтарса ятарлă тимĕр ещĕкĕсем çине тултарма хăнăхса пыраттăмăр, савăчĕсем тулса çитсен михĕсемпе те лартнă. Вăхăтра илсе каяймасан каяшсене кайăксемпе йытăсем сапалани те пулнă. Халĕ пирĕн ялта та çĕнĕ йышши пластик контейнерсем вырнаçтараççĕ, пурте симĕс тĕслĕ. Ятарлă площадкăна плита сарнă, йĕри-тавра хÿме тытнă. Контейнерсем хупăлчаллă, ураписем те пур, çавăнпа çăмăл та ятуллă. Ку, паллах, савăнтарать, хулана аса илтерет. Каяшсене вăхăтра илсе кайса тăрсан темĕн пекех аван пулнă пулĕччĕ.

-21 контейнер лартнă хальлĕхе, пурĕ 44 контейнер вырнаçтармалла. Хытă каяшсене пуçтаракан транспорчĕ пысăккине кура контейнерсене çырмаллăрах вырăнсенче лартма юрамасть, асфальтлă çул хĕррине анчах лартма сĕнчĕç, -пĕлтерчĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Николаева.

Ял çыннисенчен чылайăшĕ ырлать çĕнĕлĕхе. Темĕнле лайăх ĕçре те çитменлĕхсем пулаççех. Пурăна киле вĕсене те пĕтерсе пырасса шансах тăратпăр.

Ял халăхне чĕнсе калас килет, тархасшăн çырма-çатрасене, «качака пахчине», çĕмĕрт йывăççисен айĕсене кайса ан пăрахăр тĕрлĕ çÿп-çапа. Тасалăх хамăршăн тата хытă каяшсене пухнăшăн укçине те сахал мар тÿлетпĕр вĕт. Çавăнпа та хакне татмаллах, контейнерĕсем те тулли пулччăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика