13 сентября 2019 г.
Çурла уйăхĕн вĕçĕнче республикăри халăха социаллă пулăшу паракан центрсем çĕнĕ автобуссемпе пуянланнă.
Автобуссемпе ялсенче пурăнакан, 65 çултан аслăрах çынсене медицина учрежденийĕсене илсе çитерĕç. Машинăсене «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» проекчĕпе килĕшÿллĕн панă.
Тăвайри халăха социаллă пулăшу паракан центр ГАЗ Луидор автомашинăна тивĕçнĕ (сăн ÿкерчĕкре) . Ку машинăна икĕ инвалид кÿми вырнаçать.
Çын ĕмĕрĕн тăршшĕне 78 çула çитересшĕн. Анчах кăна аслă ăрури çынсене тивĕçлĕ медицина тата социаллă пулăшу памасăр тума çук, палăртнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин. Техника туянма федераци бюджетĕнчен 43,7 миллион тенкĕ уйăрнă.
Çитес çултан проект шайĕнче яллă вырăнсенчи 65 çултан аслăрах çынсене хуш