13 сентября 2019 г.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2024 çул валли республикăри çын ĕмĕрĕ вăтамран 78 çула çитмелле, 2030 çулта - 80 çула. Юлашки пилĕк çулта ку кăтарту 2,3 çул вăрăмланнă.
Юнпа тивĕçтерекен система тата рак чирĕсенчен ытларах вилеççĕ çынсем, виççĕмĕш вырăнта - тулашри сăлтавсем. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 2019 çулхи çичĕ уйăхра 447 çын сахалрах вилнĕ.
Медицина пулăшăвне аталантарма, регионри проектсене пурнăçа кĕртме 2019 çулта 2,2 млрд тенкĕ уйăраççĕ, ултă çулта вара ку сумма пурĕ 11 млрд тенке яхăн пулать.
2022 çул тĕлне Чăваш Енре 32 ФАП ĕçлеме пуçлать, кăçал ялсенче пурăнакансене тивĕçтерме 18 мобильлĕ комплекс туяннă.
Районта фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси ăнăçлă пурнăçланать. Çынсене çĕнĕрен тунă сакăр ФАП тивĕçтерет. Киччĕпе Ураскассинче авăн уйăхĕнче ĕçлеме пуçлаççĕ çĕнĕ фельдшер пункчĕсем.
Юнпа тивĕçтерекен системăн чирĕсемпе аптăранинчен вилессине чакарассишĕн тимлесе иккĕмĕш проекта пурнăçа кĕртеççĕ.
Чăваш Енре сосудсен центрĕсем эффективлă ĕçлеççĕ. Тепĕр 6 çулта, наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, вĕсене çĕнĕ медицина оборудованийĕсемпе тата препачĕ-семпе тивĕçтерме 627 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Ку мерăсем 2025 çул валли тепĕр пĕр пин çын пурнăçне çăлса хăварма, юн пусăмĕ пысăккипе пурнăçран уйрăлассине 17 процент чакарма май параççĕ.
Виççĕмĕш пĕлтерĕшлĕ проект усал шыçăсен чирĕсенчен вилекенсен кăтартăвĕсене пĕчĕклетме пулăшĕ.
Асăнă сăлтавпа Атăлçи федераци округĕнче 2000 яхăн çын вилет. Рак чирĕсенчен сиплекен амбулатори центрĕ-сем пысăк пĕлтерĕшлĕ звеносем пулса тăрĕç. Çавнашкал 4 центр ĕçлеме пуçламалла çывăх вăхăтра, Канаш хулинчи вара ку организаци çынсене тивĕçтерме тытăннă та.
Республикăри онкодиспансера çĕнетме 1,1 млрд ытла тенкĕ уйăрма пăхнă, 6 млрд тенкипе сиплеве лайăхлатĕç. Çапла 2025 çул тĕлне республикăра 150 çын пурнăçне упраса хăварĕç, çак чирпе аптăраса вилекенсен йышне 4,6 процент чухлĕ чакарĕç.
Ачасене пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама тытăнассине те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. 2019-2020 çулсенче çак тĕллеве пурнăçлама 235 миллион тенкĕ тăкаклĕç.
2025 çул валли ачасем вилессин кăтартăвĕ 27 процент чухлĕ пĕчĕкленмелле. Ачасен сывлăх сыхлавне, наци проектне пурнăçланă май, 1,4 млрд тенкĕ уйăрĕç.
Республикăри медицина организацийĕсенче пациентсен электронлă медицина картти пур, врач патне черете электронлă майпа çырăнаççĕ, сипленме те çак мелпе усă курса хураççĕ, сывалса тухсан больница хучĕсене те электронлисене параççĕ. Информаци системине тата малалла модернизацилеме пăхнă, диагноз лартма, сывату тактикине çирĕплетме пулăшĕç компьютер оборудованийĕсем. Асăннă çĕнетÿсем валли 1,1 млрд тенкĕ уйăрма планланă.