13 сентября 2019 г.
Сентябрĕн 7-мĕшĕнче районти тĕп больницăра диспансеризацин пĕрлехи кунĕ иртнĕ. Пĕрремĕш хут ăна кăçалхи августăн 3-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Иртнĕ шăматкун медицина учрежденийĕнче диспансеризаци тухас ыйтусемпе 32 çын пулнă. Малаллахи уçă алăксен кунĕсем октябрĕн 5-мĕшĕнче, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, декабрĕн 7-мĕшĕнче иртĕç.
Районĕпе сентябрĕн 9-мĕшĕ тĕлне 1700 çын диспансеризаци витĕр тухнă, ку вăл планпа палăртнин 67,7 проценчĕ чухлĕ. Пĕтĕмпе вара 2510 çыннăн тĕрĕслевре пулмалла. Çавăн пекех профосмотр витĕр 1074 çыннăн тухмалла, паянхи куна 455-шĕ тухнă.