13 сентября 2019 г.
Пирĕн район территоринче Тăвай (11 пин те 28 гектар) тата Сиккасси (10 пин те 303 гектар) участоксен лесничествисем ĕçлеççĕ.
Тăвай лесничествинче пурĕ çичĕ çын тăрăшать. Юрий Петрович Емельянов йĕркелесе пырать ку коллектив ĕçĕсене. «Хамăр уява тивĕçлĕ шайра кĕтсе илетпĕр. Вăрмансем лайăх упранччăр тесе тимлетпĕр. Пирĕн лесничествăра 2010 çултанпах вут-кăвар тухнă тĕслĕх пулман. Николай Арсентьевич Егоров лесник тăрăшулăхне палăртас килет»,-кĕскен паллаштарчĕ хăйсен харсăрлăхĕпе ертÿçĕ.
Сиккасси участокĕнчи лесничествăна Николай Александрович Мурашкин ертсе пырать, 10 çын вăй хурать кунта. Сергей Михайлович Кириллов мастер харсăрлăхĕпе кăмăллă вăрманçăсем.
Темиçе уйăх каялла икĕ коллективне те пушар сÿнтермелли автомашинăсемпе савăнтарнă. Питомникри ĕçсене механизацилемелли оборудованипе тивĕçтернĕ.
Вăрмана канма кайсан ăпăр-тапăра пуçтарса тухма, кăвайта лайăх сÿнтерме, йывăçсене упрассишĕн тăрăшма, пирус тĕпĕсене тĕплĕ сÿнтерсе пăрахма сĕнеççĕ лесничествăсенче ĕçлекенсем.