13 сентября 2019 г.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче 1929 çулхи авăн уйăхĕн пиллĕкмĕшĕнче çутă тĕнчене килнĕ Андриян Григорьевич Николаева халалласа иртнĕ кунсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç пирĕн республикăра. Чăваш Енре пурăнакансене паллă кунпа орбитăри тĕнче космос станцийĕн бортĕнчен Роскосмос космонавчĕсем Алексей Овчинин тата Александр Скворцов саламланă.
Тăвай енре пурăнакансем те Чăваш ене чапа кăларнă икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, Андриян Николаев летчик-космонавт çурланăранпа 90 çул çитине паллă турĕç.
Мучарти культура ĕçченĕсемпе библиотекарьсем ачасем валли «Чăваш ялĕнчи каччă» истори сехечĕ йĕркеленĕ. Малтан Андриян Григорьевич çинчен каласа панă. «Сыны голубой планеты», «Голубая зведа», «Андриян Николаев», «Вслед за Гагариным и Титовым», «Притяжение земли» кĕнекесемпе паллашнă.
Сăхăтпуçĕнчи культура çуртĕнче «Крылатая легенда» истори урокĕ иртнĕ. Космонавт çинчен тĕплĕн каласа кăтарнă О.Храмова администратор, ыйтусем çине хуравланă.
Енĕш Нăрваш ялĕнче чăваш кăйкăрĕн А.Николаев космонавтăн 90 çулхи юбилейне уявланă. Ÿкерчĕксен конкурсне ирттернĕ культура ĕçченĕсем. Çамрăксем хăйсен ĕçĕсенче, тĕрлĕ сăрăсемпе усă курса, космос уçлăхне, космонавтсене сăнарланă.
Чутейри культура çуртĕнче информаци мероприятийĕ пулнă. «Чăваш Енĕн паллă ывăлĕ - Андриян Николаев» ятлă презентаци курнă ачасем, герой пирки калакан информацисемпе паллашнă. «Космоса вĕçни: Андриян Николаев» курав та кăмăла кайнă ачасене.
Андриян Григорьевич - çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх. Унăн сăнарĕ пире мал ĕмĕтлĕ, пурнăçпа Тăван çĕршыва юратма хавхалантарать. Летчик-космонавт паттăрлăхне эпир ĕмĕр асра тытатпăр.