АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕпе

13 сентября 2019 г.

Чăваш Енре республикăри 100 пин тенкĕлĕх амăшĕн капиталне тÿлесси малалла пырать. Çулталăк пуçланнăранпа асăннă суммăпа 1172 çемье пурĕ 81,3 миллион тенкĕлĕх усă курнă.

Граждансен 67,4 проценчĕ амăшĕн капиталне пурнăç условийĕсене лайăхлатма янă, 32,6 проценчĕ - ачисене вĕрентме.

Ачаллă çемьесене социаллă пулăшу паракан система 38 тĕрлĕ тÿлевпе, пособипе тата компенсаципе тивĕçтерет. Республикăри амăшĕн капиталне çемьере виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан параççĕ.

Палăртнă укçа-тенке пурнăç условийĕсене лайăхлатма, ачасем вĕреннĕшĕн пама, ача-инвалидсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçмалли хатĕр илме тăкаклама юрать.

2019 çулта республикăри амăшĕн капиталĕшĕн тÿлеме 146,8 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Документсене районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра йышăнаççĕ. Тăвай енри 18 çемье илнĕ асăннă суммăна. 15 çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатма янă, виççĕшĕ садикшĕн тÿлеме.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика