АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннепе - ăшă, аттепе - ырă

13 сентября 2019 г.

«Спорт - пурнăç йĕрки» проектпа ял çĕрĕнчи районсенче пĕчĕк спорт площадкисем тăвассине, Олимп резервĕсем хатĕрлекен спорт шкулĕсем валли оборудовани туянассине пăхса хăварнă. Ĕçлекен халăха физкультурăпа тата спортпа туслаштарас енĕпе хавхалантарма, çынсене хăйсем ĕçлекен ĕç вырăнĕнче физкультурăпа спорта массăллă хутшăнтарма пулăшакан физкультурăпа спорт клубĕсем туса хума, çавăн пекех «Ĕçлевпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕсен нормине пурнăçланине тĕрĕслесе тăракан муниципалитет центрĕсен ĕç тухăçлăхне ÿтерме тĕллев лартатăп»,-тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Тăвай енри çемьесенчен чылайăшĕ физкультурăпа спортпа туслă. Вĕсенчен пĕри - Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсен çемйи.

Çемье ăшшине туйса пурăнасси - кашни çыншăн пурнăçра чи пысăк савăнăç, телей. «Анне - çемье ăшши, атте - çемье тĕрекĕ»,-тетпĕр. Кашни çемьере арçыннăн хăватлă сасси, çирĕп вăй-халĕ, хастар чун-чĕри, ăш пиллĕ сăмахĕ, çирĕплĕхĕ, ача-пăча ÿс- терме амăшĕн ыр кăмăллăхĕ кирлех. Урăхла каласан, атте-аннен ырă тĕслĕхĕ ачасем çине куçмалла.

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче, улма-çырла пулса çитнĕ вăхăтра, 1989 çулта, Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан Сергей Павловичпа Эльвира Николаевна Кирилловсем çемье çавăрнă. Кăçал вара 30 çул пĕр сукмакпа шанчăклăн та юратуллăн, çирĕппĕн утнине паллă турĕç.

Кирилловсен çемйи хăйсен шăпине ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçпе тачă çыхăнтарнă. Çемье пуçĕ, Сергей Павлович, нумай çул ялти шкулта ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентнĕ, юлашки 13 çулне директор пулса ертсе пырать. Лава туртса пыма пĕрре те çăмăл мар. Коллективпа пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме тăрăшать. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă, пĕрре кăна мар йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăпа район чемпионĕ пулнă. Çавăн пекех хоккейла, футболла, волейболла, баскетболла выляссипе палăрса тăрать. Спортри пултарулăхĕ халĕ те иксĕл-

мен, час-часах тĕрлĕ ăмăртусене хастар хутшăнать.

Унăн мăшăрĕ Эльвира Николаевна - чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ. Ачасене тăван чĕлхене юратма хăнăхтарать. Ачасемпе интереслĕ ĕçсем йĕркеленипе кăна çырлахмасть Эльвира Николаевна, ялти художество пултарулăх ĕçне хастар хутшăнать. Спортпа шкулта вĕреннĕ чухнех туслашнă. Пăшалтан перессипе республикăра малтисен шутĕнче пулнă, нумай енлĕ спорт ăмăртăвĕнче районта малти вырăнсем йышăннă.

Кирилловсем çуллен районти, республикăри спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса çĕнтернĕ.

Туслă мăшăрăн икĕ ывăлĕпе хĕрĕ те ашшĕпе амăшĕнчен юлмаççĕ. Виççĕшĕ те спортпа туслă. Аслă ывăлĕ Владислав çемьеленнĕ, Екатеринбургри Чрезвычайлă лару-тăру министерствин пушара хирĕç кĕрешессипе аслă пĕлÿ паракан институтра преподавательте ĕçлет, учительсен династине малалла тăсать. Мăшăрĕ Оля та строительнăй колледжра историпе экономика предмечĕсене вĕрентет.

Олеся аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ФСБ системинче ĕçленĕ, çемьеллĕ. Хальлĕхе ачапа ларать.

-Кĕçĕнни, Даниил, Чăваш патшалăх университетĕнче строительство факультетĕн-че иккĕмĕш курсра вĕренет. Хамăр пекех активлă, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Ман çакна калас килет: ачасене çемье ăшшине, юратăвне памалла. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма вĕрентмелле,-сăмах çăмхине сÿтет Эльвира Кириллова. -2002 çулта та, Даниил çулталăк çурăра пулнă чухнех, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн призĕшĕн ирттернĕ «Спортпа туслă çемье» фестивалĕнче виçĕ ачаллă çемьесем хушшинче ăмăртса 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ пирĕн çемьен спорт ăмăр- тăвĕсене хутшăнасси. Вун икĕ çул республикăри ăмăртусенче малтисен шутĕнче пултăмăр.

-Кашни çыншăн тăван кил хÿтлĕх пулмалла, урăхла каласан, çемьере яланах ăнланупа килĕшÿ, ыр кăмăллăх хуçаланмалла. Тĕрĕс çул çине тăма, пурнăçра юрăхлă çын пулма, киревсĕр ĕçсенчен аяккалла пăрăнма, хăвăнтан аслисене сывлăх сунма, пулăшма вĕрентсе ÿстернĕ эпир ачасене,-калаçăва тăсать çемье пуçĕ С.Кириллов.

Спорта юратнисĕр пуçне Кирилловсем юрра-ташша та питĕ ăста. Вĕсем тĕрлĕ çемьесен смотрĕсене те хутшăнаççĕ.

Çакăн йышши хастар, сумлă, маттур çемьесем пирĕн пурнăçра ытларах пулсан аван. Вара тавралăх та, пурнăç та тата илемлĕрех пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика