АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк тупăшлисемпе - социаллă контракт

13 сентября 2019 г.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе ултă çулта çĕршыври чухăнлăх шайне икĕ хут пĕчĕклетме тĕллев лартнă.

Уйăхсерен Чăваш Республикинчи ĕç министерстви регистрациленĕ пĕчĕк тупăшлă çемьесен мониторингне ирттерет. Тĕрлĕ шайри бюджетсен шучĕпе асăннă кил-йышсем социаллă тÿлев илеççĕ. Шăмăршă, Çĕмĕрле, Пăрачкав, районĕсенче пĕчĕк тупăшлă çемьесем нумаях мар. Тăвай районĕнче вара çавнашкал çемьесем ытларах пурăнаççĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче те пĕчĕк тупăшлă çемьесем нумайрах.

Регионра 2017 çултанпа пĕчĕк тупăшлă çемьесен йышĕ 48,6 процент чухлĕ чакнă. Ку кăтартăва Республика Правительствин тĕллевлĕ социаллă политики тата РФ Президенчĕн «майри указĕсене» пурнăçа кĕртессипе ирттерекен мероприятисем пĕчĕклетме май панă.

Официаллă регистрациленĕ пĕчĕк тупăшлă çемьемсем тĕрлĕ бюджетсен шучĕ-пе 1,5 млрд тенкĕлĕх социаллă пулăшу илеççĕ.

Республикăри халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайсем пĕчĕк тупăшлă 835 çемьерен заявлени йышăннă, 818-шĕпе социаллă контракт тунă. Ку ыйтупа пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика