13 сентября 2019 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе кăçалхи çула Театр çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Шăпах 2019 çулта пирĕн районти халăх театрĕ 50 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ.
Тăвай ялĕнче драма кружокĕ 1928 çултах йĕркеленнĕ. Ăна шкулта тăрăшакан Анастасия Моисеевна Тимофеева учительница ертсе пынă. Постановкăсене сцена çине кăларма вĕрентекенсемпе пĕрле аслă классенчи ачасем те хутшăннă. Вĕсем Ф.Павловăн «Ялта» драми тата К.Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх спектакльсем вылянă.
1941 çулта клубри драма кружокĕн ĕçĕсене Ефим Михайлов, Василий Бачурин, Петр Михайлов, вăрçă вă- хăтĕнче Тăвайри культура çурчĕн директорĕ Мария Кадыкова йĕркелесе пынă.
Вăрçă хыççăн кружока Тăвайри Николай Пермяков ертсе пыма пуçланă. Н.Айзманăн «Мухтанайкин авланать» комедие сцена çине кăларнăшăн тăвайсем республикăри смотрта иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Хисеп грамотипе укçан преми парса хавхалантараççĕ артистсене.
1952 çулта Г.Харлампьевăн «Çурхи кĕвĕсем» комедишĕн асăннă коллектив республикăри культура министерствипе ВЛКСМ обкомĕн Хисеп грамотине тивĕçлĕ пулать.
1962 çулта тăвайсем районти смотрта Н.Терентьевăн «Куккук çаплах авăтать» драмипе пĕрремĕш вырăна тухнă. К.Мюресова, В.Алексеев, Н.Пермяков, Н.Семенова, З.Тихонова, В.Сергеев, Р.Федорова, В.Иванов, Ю.Павлов шанса панă рольсене ĕненмелле вылянă.
1969 çулхи апрелĕн 29- мĕшĕнче РФ культура министерстви Тăвайри драма коллективне «Халăх театрĕ» хисеплĕ ят панă. Ун чухне унăн режиссерĕ Василий Сергеевич Сергеев пулнă. Ăна Н.Пермяков пулăшнă. М.Удаловăн «Матĕрне», «Çĕрлехи йăнăш», «Чашăк-тирĕк шăкăртатать» тата ытти пьесисене сцена çине кăларнă.
1972 çулта театрпа Н.Кузьмин режиссер ĕçлеме пуçланă. А.Новиковăн «Тусăм, саншăн мар-и?» музыкăллă комедие хатĕрлесе сцена çине тухнă тăвайсем. Рольсене Г.Ильина, Н.Кондратьев, З.Тихонова, А.Кузьмина, В.Григорьев, Н.Удалова хавхаланса вылянă.
Валентина Ашмарина Тăвайри культура çуртĕн-че ĕçлеме пуçласан Василий Беловăн «Муççа Хветĕрĕ хĕр парать» спектакле хатĕрлеççĕ. В.Кузьмин, Г.Кузьмина, А.Белкова, В.Ашмарина, О.Ашмарин, Л.Орлов, М.Федоров, Р.Федорова, Н.Игнатьева, Г.Сергеев тата ыттисем вылянă унта. Çакăн хыççăн режиссер ĕçне каллех Н.Кузьмин пуçăнать. Халăх театрне çÿрекенсем Николайпа Геннадий Терентьевсен, А.Софроновăн, Г.Харлампьевăн произведенийĕсем тăрăх спектакльсем лартнисĕр пуçне пĕр пайлă тепĕр 13 пьесăпа куракансене паллаштараççĕ.
1981 çулта Тăвайри халăх театрĕ А.Ĕçхĕлĕн «Виçĕ туй» комедине сцена çине кăларнă. Режиссерта чăваш халăхĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Иван Алексеев ĕçленĕ. Л.Орлов, Н.Кузьмин, В.Чайкин, Л.Совина, Л.Павлова, Н.Семенова, Р.Федорова, Л.Турхан артистсем пулнă рольсенче. Телевиденипе те ÿкернĕ ку спектакле.
Г.Терентьев ентешĕмĕр 1992 çулта «Савниçĕм, сан пĕлесчĕ» музыкăллă комеди кăтартнă. И.Петрова, В.Александрова, А.Тарасова, М.Федоров, Г.Абржин, Н.Павлова, П.Зайцев вылянисене çынсем ăшшăн йышăннă.
Çирĕм пилĕк çĕнче халăх театрĕ Н.Сидоров ентешĕмĕрĕн «Хусах Ваççа авланать» 2 пайлă мыскарине кăтартнă. И.Васильева, О.Ашмарин, В.Григорьев, Н.Павлова тата ытти артистсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçланă.
Чăвашсен паллă писателĕ, драматургĕ, композиторĕ, поэчĕ Ф.Павлов 105 çул тултарнине халалланă кану каçĕнче «Судра» камит лартнă Л.Ильина, Г.Иванов, Т.Прокопьева артистсем. А.Никитина журналистăн «Пур та пĕтет, çук та çитет» пьесине те куракансем умне кăларнă вырăнти артистсем. Ун чухне Л.Цыганова режиссерта ĕçленĕ.
Тăвайри халăх театрĕн те тĕрлĕ йывăрлăхсене парăнтарма тивнĕ. Режиссер тилхепине пĕр хушă сцена çинче ăста вылякан В.Чайкин çирĕп тытнă. Н.Угаринăн «Улькка кинĕн виçĕ кинĕ» ятлă камитне суйласа илнĕ артистсем. Унти сăнарсене В.Иванов, Г.Лобурева, В.Чайкин, З.Васильева, С.Дмитриев, Н.Гаврилова, Л.Трифонова тата ыттисем калăпланă.
2004-2005 çулхи театр сезонĕ «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçлекен А.Никитинан (Сухан) «Укçа чул кастарать» ятлă пьесипе уçăлнă. В.Иванов ĕçленĕ режиссерта. Рольсене В.Александрова, В.Чай-кин, В.Иванов, Г.Ефимов, А.Жилкина, Л.Трифонова, С.Дмитриев калăпланă. Çак постановкăпа артистсем «Ахрăм» ятлă республика фестивальне хутшăннă, жюри пирĕн районти артистсен ĕçне пысăка хурса хакланă.
РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Г.Терентьев драматург та чылай пулăшнă Тăвайри халăх театрне. Геннадий Терентьевич ертсе пынипе тăвайсем Ф.Павловăн «Ялта» ятлă пьесине хатĕрленĕ, кайран радиопа паллашма май пулнă вĕсен пултарулăхĕпе.
Юлашки вăхăтра район центрĕнчи артистсем М.Андреевăн «Пушмак пăру мыскари», Г.Лобуреван «Больницăра», А.Никитинан «Пурăнатчĕ ялта ветеран» произведенийĕсене куракансем патне çитернĕ.
2006 çултан пуçласа халăх театрĕн режиссерĕн рульне В.Ашмарина тытса пыма пуçланă. Н.Сидоровăн «Кукша пуçа куршанак çыпăçмасть», «Пуçа килсен пуçана» пьесисемпе паллаштарнă.
Юбилейлă сезонра Тăвайри халăх театрĕ М.Удаловăн «Лекрĕ хайхи» водевильне суйласа илнĕ. О.Ашмарин, С.Дмитриев, Г.Ефимов, И.Николаева тата ыттисем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Валентина Ефимовна халăх театрĕ çумĕнче «Шанчăк» ача-пăча студине те йĕркеленĕ. Пĕр вăхăт унта 26 ача çÿренĕ. А.Зоринăн «Çĕнĕ ĕмĕрти çарăк», М.Картушинан «Çĕнĕ ĕмĕрти йăва» юмахсене, И.Яковлевăн «Сармантей» ятлă произведенине - вырăсла тата чăвашла, Н.Гернетпа Г.Ягдфельдăн «Хĕл мулкачи», С.Ленсеван «Мурзилка пулăшма васкать» юмахĕсене, Вовочка шÿчĕсене сцена çине кăларнă çамрăк артистсем. М.Давыдовăн «Хĕвелпе çулла», А.Суханăн «Пĕчĕк хÿтĕлевçĕсем», «Шкул форми» сценкисемпе те паллаштарнă ачасем.
Тăрмăшра çуралнă Сергей Петрович Иванов артист Чăваш академи драма театрĕнче ĕçленĕ май, Тăвайри халăх театрне çĕнĕ постановкăпа районти çынсене паллаштарма пулăшнă çакăн хыççăн.
Йăнтăрчăра çуралса ÿснĕ Н.Сидоров çырнă «Çитăр качаки» камите вылянăччĕ ун чухне Тăвайри халăх театрĕ. Вера Кузьминична Кузьмина паллă артистка тата ытти ĕçтешĕсем те килнĕччĕ маттур ентешĕмĕрĕн пĕрремĕш ĕçне хаклама. Тăвăллăн алă çупса тав тунăччĕ залра ларакансем сцена ăстисене. С.Иванов халь пултарулăхĕшĕн тава тивĕçлĕ ят та илнĕ.
2014 çулта районти культура çурчĕн ĕçченĕ Надежда Олеговна Никифорова халăх театрĕн режиссерĕнче ĕçлеме пуçланă. Çамрăк режиссерпа ăнăçу хыççăн ăнăçу тунă вырăнти артистсем. «Мухтав ахрăмĕ», «Несĕлсен сăвапĕ», «Çирĕп пирĕн çунатсем», «Тамаша», «Юмах çăлкуçĕ», «Сенкер чаршав» ятлă республика конкурсĕсене хаваспах хутшăннă тăрăшуллă коллектив, пĕр хутчен кăна мар фестивальсен лауреачĕсем пулса тăнă. А.Суханăн «Пурăнатчĕ ялта ветеран», «Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа», «Ашкăнчăк инкесем», Л.Марьен «Ан калаç», А.Чебановăн «Укăлча умĕнче» спектакльсене сцена çине кăларнă.
Хальхи вăхăтра В.В.Александрова, С.Г.Дмитриев, И.И.Евдокимова, А.А.Захаров, С.Е.Зверева, А.Н.Моисеев, М.Н.Никитина, А.Н.Абрамова, С.О.Никитин чунĕсене парса выляççĕ театрта.
Тăвайри драма кружокне ăсталăхĕшĕн «халăх» хисеплĕ ят парса чысланăранпа 50 çул çитрĕ ака уйăхĕнче. Çур ĕмĕрхи юбилейне çынсем ĕç пуçтарсан паллă тума хатĕр-ленеççĕ вырăнти артистсем куракансемпе пĕрле. «Театр çулталăкĕнче халăх театрĕн уявне тивĕçлĕ шайра уявлатпăр»,-теççĕ вĕсем.