АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунсем чупаççĕ малалла, çулсем юлаççĕ хыçала

13 сентября 2019 г.

Мучар ялĕнче пурăнакан Валентина Николаевна Жаркова 1934 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ялта 7 класс вĕренсе пĕтерсен, 8-мĕш класа Тĕмер шкулне çÿренĕ. Кунтан вĕренсе тухсан, пĕлĕвне ÿстерме Канаш хулине кайма шутланă. Амăшĕ чирленĕ пирки ĕмĕчĕ татăлнă. Çапла вара ялах юлнă, колхозра ĕçлеме пуçланă.

1961 çулхи февраль уйăхĕнче Александр Иванович Жарковпа пĕрлешсе йăва çавăрнă. Çемьере 6 ача çуралнă, анчах иккĕмĕш хĕрĕ Лена çулталăк çурăна çитсен чирлесе вилнĕ. Валентина Николаевна ăна аса илсе халĕ те хурланать. Мăшăрĕ 48 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă.

Ачисене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ ăна. Аслă хĕрĕ Галина Кострома облаçне вĕренме кайнă. Ветфельдшер специальноçне алла илсе, унтах мăшăрланнă. Икĕ ывăл çуратнă. Пĕр ывăлĕ ÿссе çитсен пурнăçран уйрăлать. Кĕçĕнни - çар çынни. Александр Канаш хулинче сĕтел-пукан фабрикинче водительте ĕçлет. Мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтернĕ, иккĕшĕ те медицина енĕпе кайнă. Антонина - ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ. Вăл Мускаври гуманитари академине куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ. Çемйинче икĕ ывăл, вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕри - çар çынни, кĕçĕнни ĕçлесе вĕренсе пĕлĕвне анлăлатать. Владимир Тăвайĕнче А.Н.Захаров предприниматель патĕнче рабочи пулса ĕçлет. Вĕсен икĕ ывăл, шкулта ăс пухаççĕ. Евгений Мускав облаçне ĕçлеме çÿрет.

Çулĕсем иртеççĕ пулсан та Валентина Николаевна килте пусăрăнса лармасть. Праçниксенче чиркĕве çÿрет, çынсемпе калаçать, ял хыпарĕ-семпе интересленет. Вăй-халĕ çитнĕ таран килти хуçалăхра кăштăртатать. Пахчари ĕçсене юратать. Хĕллехи вăхăтра ал ĕçĕ тăвать. Валентина Николаевнăна юбилейĕпе 5 ачи, 7 мăнукĕ, 2 кĕçĕн мăнукĕ саламласа савăнтарĕç. Вăл - ĕç ветеранĕ. Мухтав хучĕсем те пур ялти хисеплĕ хĕрарăмăн. "Çак çула çитнĕшĕн хĕпĕртетĕп. Çывăх çынсен хÿтлĕхĕнче хама ырă туятăп,- тет 85 çулхи кинемей. -Вăрçă кăна ан пултăр, çакна кăна каласшăн юлашкинчен".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика