АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăкăнь ан çитĕнтерĕр

13 сентября 2019 г.

Чĕпĕсене кĕркунне шутлаççĕ, тенĕ ватăсем. Çу иртсе кайсан пахча çимĕçсем хăйсен тухăçĕпе савăнтарнине те ăнлантараççĕ ĕнтĕ çак сăмахсем.

Çавăн пекех чечексен те вăрлăхсем пулса çитеççĕ. Вĕсене тепĕр çул акма пуçтарса илеççĕ çынсем. Анчах пурин вăрлăхне те пуçтарма юрамасть.

Мăкăнь чечеккин вăрлăхĕ-семпе курăкне пухакансене закон тăрăх айăплама та пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенчен наркотикла япаласем тăваççĕ наркомансем.

Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи пĕр кил хуçалăхра 70 тĕп мăкăнь асăрханă йĕркелĕх хралçисем кăçал. Кил хуçине çакăншăн асăрхаттарнă, мăкăньсене тăпăлтарса кăларса çунтарса янă.

Çавăн пекех Тăрмăшри пурăнман кил хуçалăх картишĕн-че çумкурăксем хушшинче кантăр тупнă, ăна та тĕп тунă районти полици сотрудникĕ-сем. Кантăртан та наркотикла япаласем хатĕрлеççĕ.

Кĕркунне Канаш хулинчен пирĕн района ятарласа мăкăнь пухса çÿреме килнĕ тĕслĕх пулнă иртнĕ çулсенче. Çавнашкал шухăшлă çынсене курсан е вĕсем пирки пĕлсен 102, 2-11-15 номерсемпе районти полици уйрăмне шăнкăравласа пĕлтерĕр. Мăкăнь чечекĕн илемĕ илĕртÿллĕ те, кайран кулянмалла ан пултăр.

Б.БОРИСОВ, полици пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика