АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризм çулне пÿлер

06 сентября 2019 г.

Сентябрĕн виççĕмĕшĕнче - терроризма хирĕç кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунĕ. Ăна 2004 çулта Çурçĕр Осетири Бесланти шкулта пĕлÿ кунĕнче пулнă хăрушă пулăмсем хыççăн федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ. Çак кун Раççейре террорла актсенче хĕсмет тивĕçне пурнăçласа вилнĕ çар çыннисене, право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене, заложнике лексе пурнăçран уйрăлнисене асăнаççĕ.

Тăвайри культура çуртĕнче те террора пула шар курнисене асăнса мероприяти ирттернĕ. Малтанах вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă.

Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, ЧР культура, наци ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министерствин представителĕ Э.Краснов, Канаш Епархийĕн протоиерейĕ А.Ермолаев, Енĕш Нăрвашри чиркÿ настоятелĕ Г.Петров, вĕренÿ организацийĕсен, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, ял çыннисем, вĕренекенсем хутшăннă.

Владимир Алексеевич, Эдуард Александрович, Александр атте хăйсен сăмахĕсенче терроризм çын пурнăçĕнчи чи пысăк хăрушлăхсенчен пĕри пулнине палăртнă, пĕр-пĕринпе туслă, тĕрлĕ тĕн йĕркисене хисеплесе пурăнмалли çинчен калаçнă. «Пĕрле пулсан кăна вăйлă, çирĕп эпир»,- тенĕ тухса калаçакансем.

«Чувашкино» Патшалăх киностудийĕ пулăшнипе пухăннисене терроризма хирĕç тăрассипе çыхăннă «Кино против террора» фильм кăтартнă. «Пирĕн пуласлăх туслăхра» документлă фильмпа та интересленсех паллашнă пухăннисем. «Решение о ликвидации» илемлĕ фильма чăн пурнăçри фактсем тăрăх ÿкернĕ. Террорист оперативлă работниксенчен пĕрре кăна мар тарса пытанать. Федераллă хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсем пĕрех тытаççĕ преступнике.

Пурнăç инкексĕр, хăрушлăхсăр пултăр тесе тăрăшмалла. Терроризм пулăмĕсемпе кĕрешесси пĕр кунлăх ĕç пулмалла мар.

А.ПЕТРОВ.

 

 

Терроризм çинчен ачасене пĕчĕкрен ăнлантармалла. Пĕрлĕх кунĕнче çамрăксемпе «Терроризма çул çук»! тата ытти акцисем, шăплăх минучĕсем, тактика тренировкисем ирттернĕ. Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем «Пурнăç тумламĕсем» акцие хутшăнса, Бесланти хăрушă инкекре шар курнисене аса илнĕ, хăрушлăха сирсе яма пурин те хатĕр пулмалли çинчен калаçнă.

В.ФЕДОРОВ.

 

 

Терроризмпа кĕрешессин пĕрлĕх кунĕ хăрушă синкерпе кĕрешессинче пурте пĕрле пулмаллине аса илтерет.

Чутейри культура çурчĕпе ялти вулавăшра ĕçлекенсем шкул ачисемпе информаци сехечĕ ирттернĕ. Ачасене терроризм инкекĕ, унран мĕнле асăрханмалли пирки каласа панă. Бесланра пулса иртнĕ инкекре террористсен ушкăнĕ шкулта пин ытла çынна, вĕсенчен ытларахăшĕ ачасем пулнă, заложнике илни, вĕсен тискерлĕхĕ çинчен «Трагедия Беслана» презентаци пăхнă. Çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйтăва хускатса литература викторини йĕркеленĕ. Туслăх туйăмне ăша хывса пурăнасси пирки те калаçу пынă мероприяти вăхăтĕнче. Террорла актсенче пурнăçран уйрăлнисене асăнса иртекен пĕтĕм Раççейри «Пурнăç тумламĕсем» акцие хутшăнакансемпе пĕр шухăшлă пулнине пĕлтерсе, ывăçпа шыв илсе клумбăри чечексене сапнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика