АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпир пĕрле чухне телейлĕ»

06 сентября 2019 г.

«Эпир пĕрле чухне телейлĕ»

«Чăваш Ен çемье йăли-йĕркин çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать. Паян республикăра 12600 ытла нумай ачаллă çемье пурăнать.

Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу пама кăçал 8 миллиард та 600 миллион тенкĕ ытла яратпăр, çакă пĕлтĕрхинчен 7 процент ытларах»,-тенĕ Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.

Кашни çемьерех анне - кил ăшшине сыхлаканĕ, вăлах пурнăç йĕркине тытса пырать. Ача амăшĕн тава тивĕçлĕ ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ пирĕн çĕршывра.

Пилĕк е ытларах ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсене, ак, кăçалтан тытăнса чăваш патшалăх наградипе - «Анне» мухтав паллипе чыслаççĕ.

Çакнашкал пысăк хисепе Тăрмăшри пилĕк ача амăшĕ Эльвира Николаевна Степанова та тивĕçлĕ пулĕ, тен, кĕçех.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаева сумлă çемьесен йышĕнче ахальтен мар малтан вĕсене асăнчĕ.

...Юрату туйăмĕпе ăшăнса хавхаланнă хĕрпе каччăна шартлама сивĕ хĕл те чăрмантарайман, 1999 çулхи нарăс уйăхĕнче Тăрмăшри маттур яш Енĕш Нăрвашри чиперккепе çемье çавăрнă.

Çеçпĕл ячĕллĕ урамри çуртра пурăнаççĕ Степановсем. Çамрăк çемьере ывăл çутă тĕнчене килнĕ, Дмитрий ят панă ăна. Вăл Канашри педагогика колледжĕнче диплом илнĕ хыççăн Тăван çĕршыв умĕнчи чыслă тивĕçне пурнăçлать, Оренбург облаçĕнче службăра тăрать.

Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене малалла тăснă мăшăр, ырми-канми ĕçленĕ, нумай ачаллă пулма тĕллев тытнă.

-Иккĕмĕш ача хĕрача çуралчĕ. Питĕ савăнтăм çакăншăн. Виктория халь 13 çулта, Тăрмăшри шкула саккăрмĕш класа çÿрет,-çемйипе паллаштарассине малалла тăсрĕ Эльвира Николаевна.

Юлиана та аппăшĕпе пĕрле пĕлÿ тĕнчипе утать, тăваттăмĕш класра вĕренет.

Çапла Тăрмăшри Степановсем нумай ачаллă çемьесен йышне кĕнĕ. Амăшĕн капиталĕ-пе пурăнмалли çурта пысăклатса çĕнетнĕ.

Пилĕк çул каялла, 2014 çулта, асăннă кил-йыш тата пысăкланнă, тăваттăмĕш ача çуралнă. Мария Тăвайри «Радуга» шкулчченхи учрежденире пушă вăхăтне ирттерет тантăшĕсемпе. Ĕлĕк çемьере ывăл çуралсан питĕ хĕпĕртенĕ, йĕрке тăрăх çĕр пайĕ панă-çке арçынсене. Герман Владимировичпа Эльвира Николаевнан виçĕ çул каялла пиллĕкмĕш ача çуралнă. Аслашшĕне сума суса Владимир ят панă ăна ашшĕпе амăшĕ. Вăл «Радуга» ача садне çÿрет.

Куллен аслă ачисене шкула ăсатать амăшĕ, кĕçĕннисене район центрĕнчи шкулчченхи учреждение леçет.

-Пăрчăкан пекех пирĕн Эльвира Николаевна, иртен пуçласа каçченех ура çинче. Унăн икĕ аллинче ĕç вылянса кăна тăрать. Картишĕнче выльăх-чĕрлĕхĕ кĕтет ăна, пахчинче тĕрлĕ çимĕç çитĕнет,-теççĕ харсăр хĕрарăма мухтаса Тăрмăш ялĕнче пурăнакансем.

Çемье пуçĕ, Герман Владимирович Мускава ĕçлеме çÿрет, ывăлĕ-хĕрĕсен пуласлăхĕшĕн тимлет. Мăшăрĕ заочно аслă пĕлÿ илме пултарнă Хусан хулинче. Э.Степанова - Пенси фончĕн юрисчĕ. Ял-йышра хисеплĕ ку çемье, обществăлла пурнăçра активлă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ.

Степановсем нумай ачаллă çемье пулнине çирĕплетекен удостоверени илме ĕлкĕреймен-ха.

-Пирĕн çемье малашлăха шанчăклăн пăхать, палăртнисене пурнăçа кĕртсех пыратпăр, эпир пурте пĕрле чухне телейлĕ,- пĕлтерчĕ юлашкинчен 5 ача амăшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика