АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çуртра - пысăк йышпа

06 сентября 2019 г.

Хальхи вăхăтра çитĕнекен ăрăва лайăх воспитани парас тата тивĕçлĕ граждансем пăхса çитĕнтерес тĕллевпе пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ.

Тăвай енре те, ак, тăлăх ачасен, ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнисен, нумай ачаллă çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн нумай ĕç туса ирттереççĕ.

Иртнĕ çул нумай ачаллă çемьесене хваттерпе тивĕçтерессипе йышăннă программăпа республика бюджетĕнчен 2738000 тенкĕ уйăрнă районти Йăнтăрчă ял тăрăхне. Асăннă суммăпа Йăнтăрчăри Гагарин урамĕнче пысăк çурт хăпартма пуçланă. Кĕске вăхăтра асăннă объектри ĕçсене вĕçленĕ.

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн унта Оксана Михайловна Воробьеван ултă ачаллă çемйи хаваспах пурăнма куçнă.

-Пире капмар çурт туса парса пулăшрĕç. Çĕнĕ çĕрте пысăк йышпа пурăнма лайăх халь. Тавах, республикăпа район пуçлăхĕсене ачамсене лайăх çын пулса ÿсме чаплă условисем туса панăшăн,-тет ăшă кăмăллă хĕрарăм.

Çемьери аслă ачине Саша ят панă. Вăл Мускава ĕçлеме çÿрет халь. Иккĕмĕшĕ - Владимир. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Дениспа Дмитрий - йĕкĕреш ывăлсем. Снежанăпа Мария шкулта вĕренеççĕ. Пахча-çимĕç çитĕнтерме, выль-ăх-чĕрлĕх пăхма пулăшаççĕ амăшне. Çемье пуçĕ ачасем çителĕклĕ пурнăçпа пурăнччăр, тесе тимлет, Мускава ĕçлеме çÿрет.

Çапла йышлă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр туса парса та пулăшать пирĕн патшалăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика