АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафетăра ăмăртнă

06 сентября 2019 г.

Эстафетăра ăмăртнă

Виçĕмкун районти спорт комплексĕнче Тăвай енри атлетсем «Ял ĕçченĕ» хаçат парнисемшĕн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г.Николаев летчик-космонавта асăнса тĕрлĕ дистанцире эстафетăра чупса ăмăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимр Ванерке спорт уявне уçса унта хутшăнакансене ăнăçусем суннă. Вăл районта физкультурăпа спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине сарас енĕпе тренерсемпе преподавательсем вăй хунине палăртса хăварнă, тав тунă.

«Спортпа туслă çемье» ушкăнра финиша чи малтан Сормовсем (Тăвай ял тăрăхĕ) çитнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Енĕш Нăрвашри Владимировсем.

Спорт ветеранĕсем (сăн ÿкерчĕкре) хушшинче малти вырăна Тăвайри вăтам шкул команди йышăннă. Иккĕмĕшĕнче - Чутей, виççĕмĕшĕнче - Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнчисем.

Шкулсен командисем тĕрлĕ ушкăнра старта тухнă. 9-мĕш класран кĕçĕнреххисем хушшинче 1-3 вырăнсенче Тушкил, Тăвай тата Чутей шкулĕсенчи вĕренекенсем пулнă. Аслă классенчи ачасенчен Тăвайсене çитекенни пулман. Хыççăнхи вырăнсене тушкилсемпе çĕнĕ пуянкассисем пайланă.

Тăвай шкулĕнчи учительсем хăйсен воспитанникĕсем пекех дистанцире чи лайăх результат кăтартнă. Çĕнĕ Пуянкассипе Тăрмăш вĕрентекенĕсенчен иртсе, финиша чи малтан çитнĕ. Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ командисенчен Чутей (1-мĕш вырăн) тата Тăвай (иккĕмĕш) атлечĕсем чи вăйлисем пулнине çирĕплетнĕ.

Район администрацийĕсен пайĕсемпе тĕрлĕ тытăмри командăсем хушшинче вĕренÿ пайĕ-пе районти çамрăксен правительствин командисем эстафетăра пĕрремĕш, финанс пайĕпе централизациленĕ бухгалтерин тытăмĕнчи атлетсем иккĕмĕш вырăнсене тухнă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе кубоксем парса хавхалантарнă. Çавăн пекех вĕсене районти «Ял ĕçченĕ» хаçата çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли тÿлевсĕр çырăнса параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика