06 сентября 2019 г.
Çак кунсенче Тăвайри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн специалисчĕсем Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчи пĕччен пурăнакан аслă ÿсĕмри çынсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, вăрçă ветеранĕсемпе инвалидсен пурнăç условийĕсемпе интересленнĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕпе пĕччен пурăнакан граждансен списокне тишкерсе çĕнетнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче 3 тыл ĕçченĕ-пе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн пурнăç условийĕсемпе кăсăкланнă. Вĕсем пурте ачисемпе çывăх тăванĕ-сен тимлĕхне туйса тăраççĕ. Çавăн пекех 80 çула çитнĕ тата унтан аслăрах, пĕччен пурăнакансем патне те çитсе килнĕ.
Кил хуçалăхсенче пулнă май, ватăсене интереслентерекен ыйтусем çине те хуравланă.