АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿ пахалăхне лайăхлатса пырар

30 августа 2019 г.

Вĕренÿ пахалăхне лайăхлатса пырар

Районти вĕренÿ системин делегацийĕ республикăра иртнĕ анлă конференцине хутшăннă. Унта педагогика пĕрлĕхĕ иртнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех кăтартусемпе вĕçленине тишкернĕ, тĕллевсене палăртнă. Кăçалхи канашлу «Вĕренÿ пахалăхĕ: «Вĕренÿ» наци проекчĕн йышăнăвĕпе малашлăхĕ» темăпа иртнĕ.

Икĕ кун хушшинче, çурла уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче, 32 дискусси лапамĕ ĕçленĕ. Вĕсене 1800 çын: педагогсем, вĕренÿ организацийĕсен ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕн комитечĕсен, вырăнти хăйтытăмлăх тата ĕç тăвакан органсен представителĕсем, экспертсем хутшăннă, Чăваш Енри вĕренÿ системине аталантарассин тĕп проблемисене сÿтсе явнă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕн стратегиллĕ задачисене палăртнă.

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ-н культура çуртĕнче пĕрлехи лару пулнă. Унта «Цифра вĕренĕвĕ» курав ĕçленĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин педагогсене çывхаракан пĕлÿ кунĕпе саламланă. «ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят илнисене наградăсем панă. Çакнашкал сума пирĕн районти Тăвайри вăтам шкулта чылайранпа ĕçе юратма вĕрентекен Евгений Николаевич Моряков та тивĕçлĕ пулнă. ЧР Пуçлăхĕн Грантне республикăри 20 вĕренÿ организацийĕ илнĕ. Тăвайри вăтам шкул (директорĕ Вера Михайловна Кириллова) коллективĕ те вĕсен йышне кĕнĕ.

Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов «Вĕренÿ» наци проекчĕн икĕ тĕллевне палăртнă. Ултă çул хушшинче вĕсене пурнăçа кĕртме 800 млрд тенкĕ уйăрĕç, асăннă суммăн 92 процентне федераллă бюджетран финанслаççĕ. Республикăри халăхăн, уйрăмах çемьесен проблемисене татса парас енĕпе те тăрăшĕç малашне. Ача-пăчана воспитани парассипе, йывăр лару-тăрăва лекнисен ыйтăвĕсене татса парассипе Чăваш Енре 31 консультаци пункчĕ ĕçлет. Проекта ăнăçлă пурнăçлас тесен пурин те пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлемеллине палăртнă министр.

«Вĕренÿ» наци проекчĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассин пахалăхĕпе Раççей Федерацине тĕнчери 10 тĕп çĕршыв йышне кĕме майсем туса парĕ. Унăн бюджечĕ - 784,5 миллиард тенкĕ.

Районти педагогсен канашлăвĕ çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ. Вăл яланхи пекех Тăвайри вăтам шкулăн актовăй залĕнче пулнă.

«Ăслăлăха - шкула» проект ăнăçлă пурнăçланать республикăра. 2018 çулта асăннă проект шайĕнче никĕсри шкулсене физика тата хими предмечĕсене вĕренме ку чухнехи оборудованипе тивĕçтернĕ. Тăвайри вăтам шкула та уйăрнă. Конференцие хутшăнакансене «Ăслă теплицăпа», микроскопсемпе тата ыттипе паллашма сĕннĕ Тăвайри шкулта чылайранпа ăнăçлă ĕçлекен Альбина Михайловапа Надежда Гаврилова, куракансен ыйтăвĕсем çине хаваспах хуравланă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов хутшăннă конференцие.

Малтан Владимир Алексеевич сăмах илнĕ.

-Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районта «Паянхи шкул», «Пуласлăх вĕрентекенĕ», «Кашни ачан çитĕнĕвĕ», «Кашнин валли çĕнĕ мелсем», «Цифрăллă вĕренÿ лару-тăрăвĕ», «Ачаллă çемьесене пулăшасси», «Социаллă активлăх», «Çамрăк профессионалсем» регионри проектсем пурнăçа кĕреççĕ. Çавна май Тăвай енре (Тăвайри шкулта) «Ÿсĕмсен çулĕ» гуманитарипе цифра профилĕсен вĕренÿ центрĕ уçăлнă, Енĕш Нăрвашри шкула тĕпрен юсанă. Элпуçпе Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕсен çумĕ-сенче шкулчченхи учрежденисен ушкăнĕсем ĕçлеме пуçлĕç. Тăвайпа Тăрмăш ялĕсенчи вĕренÿ çурчĕсен спортзалĕсене юсанă. Ачасене лайăх воспитани пама пулăшакан центр йĕркеленĕ,-тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ, пухăннисене çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламланă, ĕçре ăнăçусем суннă.

Паянхи кун вĕренÿ çивĕч аталанса пыракан сферăсенчен пĕри пулнине палăртнă вăл, вĕренÿ организацийĕсенче пурлăхпа техника бази çирĕпленсе, вĕренÿпе лаборатори оборудованийĕсем çĕнелсе пыни пирки асăннă.

Педагогикăпа воспитани енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тăвай районĕнчи вĕренÿ организацийĕсенчи ĕçченсене тĕрлĕ наградăсем панă.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политики министерствин Хисеп грамотипе пуçламăш классен учительницине Татьяна Виталиевна Иванована (Тăвай), физика вĕрентекене Валентина Витальевна Игнатьевана (Енĕш Нăрваш), вырăс чĕлхипе литературипе пĕлÿ паракан Людмила Ивановна Матросована (Тăрмăш), математика вĕрентекене - Анна Спиридоновна Степанована

 

(Йăнтăрчă), чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекене - Нина Калистратовна Филиппована (Чутей) чысланă. «Аль» ФСК-н преподавателĕ В.И.Кузнецов «Хушма пĕлĕве 100 çул» профсоюз медалĕллĕ пулнă. Район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем - Е.Г.Бахмутова (Мучар), вĕренÿ пайĕн юрисчĕ Т.В.Иванова, Л.Р.Михайлова воспитательница («Радуга»), И.Н.Петрова учительница (Элпуç), информаципе аналитика центрĕн методисчĕ А.П.Сормова. М.В.Буинцевана (иккĕмĕш номерлĕ шкулчченхи учреждени), П.С.Владимирова (Тăрмăш), А.А.Кузьмина социаллă педагога (Тушкил), Н.А.Потапована (Тăвай), вĕрентÿ пайĕн тĕп специалистне Т.В.Потапована, Н.Г.Смирнована (Тăвай) вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотине парса хавхалантарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренÿ пайĕн начальникĕ Олег Анатольевич Ломоносов хăйĕн докладĕнче иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, çĕнĕлĕхсемпе çитменлĕхсене асăннă, çывхаракан вĕренÿ çулĕнчи ыйтусене хускатнă.

Тăвай енри шкулсенче савăнăçлă линейкăсем вырсарникун Пĕлÿ кунĕнче иртеççĕ. Кăçал пурĕ 1493 вĕренекен парта хушшине ларать. Вĕсенчен 140-шĕ - пĕрремĕш классем.

Пирĕн районта паянхи кун шкулчченхи 6 учреждени ĕçлет, пурĕ 552 ача çÿрет вĕсене. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 6 организацире шкулчченхи 9 ушкăн (129 ача) йĕркеленĕ.

Кăçал вĕренмелли условисем 4 учрежденире лайăхланнă. Тăвайри шкулчченхи икĕ учреждение юсанă, Çĕнĕ Пуянкассипе Элпуç шкулĕсенче хушма ушкăнсем йĕркеленĕ.

«Паянхи шкул» регион проекчĕпе килĕшÿл- лĕн, Тăвайри шкулта цифрăпа гуманитари профилĕсен «Ÿсĕм çулĕ» вĕренÿ центрĕ ĕçлеме пуçлать. «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» предмечĕсемпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан программăсене пурнăçа кĕртеççĕ унта, пурлăхпа техника базине çĕнетеççĕ. Робототехника комплекчĕсем килсе çитнĕ районти шкулсене.

Район центрĕнчи шкул «Ăслăлăха - шкула» проектра та çитĕнÿсем тăвать. Биологи урокĕсенче вĕренме паянхи кунпа килĕшÿллĕ лаборатори оборудованийĕ панă шкула. Вăл ачасене асăннă предметпа тарăн пĕлÿ илме май парать.

«Тĕнчене çывăхрах ту!» çут çанталăкпа наука профильлĕ проектпа та кăсăкланнă çамрăксем. Тăвайри вăтам шкул вĕренÿ системине тĕрлĕ юхăмпа аталантарас енĕпе ÿсĕмсен лапамĕ пулса тăрать, республикăри лидер-шкулсен йышне кĕрет. Кăçал регион ертÿçин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурĕ 20 шкула 200 пин тенкĕлĕх Грант панă. Тăвайри вăтам шкул та çак сума тивĕçлĕ пулнă.

«Цифрăллă вĕренÿ лару-тăрăвĕ» проект 2024 çул тĕлне хăрушсăрлăхлă цифра вĕренĕвĕпе тивĕçтерĕ шкулсене.

«Кашни ача çитĕнĕвĕ» проекта пурнăçласа вара районти 5-18 çулсенчи 2096 ачаран 1491-шĕ хушма пĕлÿ программисемпе вĕренĕ.

Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕпе талантне аталантарма пулăшĕ «Социаллă активлăх» проект.

Районта доброволецсен 28 командине 318 волонтер çÿрет. 2024 çул тĕлне граждансен 20 процентне - доброволецсен, çамрăксен 45 процентне пултарулăх ĕçĕсене явăçтармалла.

«Ачаллă çемьесене пулăшасси» проект та вĕренĕве аталантарас, ачасене лайăх воспитани парас тĕллевсене çĕнĕ варкăшпа пуянлатĕ.

Районти вĕрентÿ сферинче пурĕ 227 педагог ĕçлет, 23,4 проценчĕ аслă категориллĕ, 182 педагог шкулсенче пĕлÿ парать, çак шутран 162-шĕ учитель, 92 проценчĕ, аслă пĕлÿллĕ.

-Учитель пурнăçра палăрмалла пысăк вырăн йышăнать. Унăн пĕлĕвĕпе анлă тавракурăмĕ ачасен малашлăхĕ çине пĕлтерĕшлĕ витĕм кÿрет. Педагогсен компетентлă, ăслă, пултаруллă, культурăллă, ырă кăмăллă, сăпайлă, тактикăллă, хăй тĕллĕн аталанакан, пуçаруллă пулмалла, вĕренÿ пахалăхне пирĕн тăтăшах лайăхлатмалла,-палăртнă юлашкинчен вĕренÿ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов.

Пленарлă пай хыççăн учитель-предметниксем секцисенче тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Ачасен пултарулăхĕпе те паллашнă педагогсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика