АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти пресс-центр пĕлтерет

30 августа 2019 г.

Августăн 29-мĕшĕ тĕлне районта тырă уйĕсен 6150 гектарĕ (60,9 процент) пушаннă. Пÿлмесене 13700 тонна тырă кĕнĕ. Кашни гектартан илекен вăтам тухăç хальлĕхе 22,3 центнерпа танлашать.

Тушкилти Д.Ю.Алексеев, Енĕш Нăрвашри А.Ф.Федоров, В.А.Никитин ХФХсенче тыр-пула пĕтĕм лаптăк çинчен пухса кĕртнĕ. «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вырма ĕçĕсем паян-ыран вĕçленеççĕ.

«Акконд-агро фирма» обществăра тĕштырă культурисен вăтам тухăçĕ 30,8 центнер шайĕнче. Кунта 495 гектартан 1526 тонна тырă пухса илнĕ. Халĕ комбайнсем урпа пусси çинче, ăна çуррине вырса çапнă. Кĕçех тулă уйне куçĕç. Аккондçăсем кĕр тыррисем акма 400 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Вырма ĕçĕсем Моряков (420 гектарне пухса илнĕ), Илларионов (220), «Чутеевский» (253 гектар), Ленин ячĕллĕ тата ытти хуçалăхсенче те аван пыраççĕ. Валерийпе Валентин Грачевсен хуçалăхĕсенче ку вăхăт тĕлне 265 гектар çинчи тыр-пула пухса тирпейленĕ. Вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 25,7 центнер тухнă. Кĕрхи культурăсенчен ыраша 265 гектар акнă, тулла 200 гектар вырăн парасшăн. Кунта 100 гектар çинчи горчицăна пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ, 100 тонна тухăç илнĕ.

Районĕпе кĕр тыррисем акма 1850 гектар çĕр хатĕрленĕ (палăртнин 65 проценчĕ). Ака ĕçĕсене 770 гектар çинче пурнăçланă. Кĕрхи культурăсене Грачев хуçалăхĕсĕр пуçне «Дружба» ЯХПК-ра, «Кубнинский» агрофирмăра, «Хучели», «Дорстрой» обществăра, В.П.Краснов, Д.В.Семенов, Л.В.Канясев ХФХсенче акнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика